Светлана Савельева вулать. Катя калавсем / Нестер Янгас. — Шупашкар : Чӑваш АССР Гос. Изд-ви, 1958. — 31, [1] с.; 17. — ("Ялав" библиотеки № 3).
Нестер Янкас (Нестер Кириллович Ефимов) 1909 çулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Янкасра вăтам хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан пуçламăш шкулта, унтан Упири ултă çул вĕренмелли шкулта, каярахпа Çĕрпӳри икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. 1928 çулта Шупашкарти типографи çумĕнчи ФЗО шкулĕнчен вĕренсе тухнă, типографире наборщикре ĕçлеме тытăннă. 1930 çулта «Сунтал» журнал редакцине куçнă. 1932 çулта вăл Самар хулине куçса кайнă, унта типографире кĕнеке калăплакан редакторта ĕçленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаçат редакцийĕ çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хастар хутшăннă. 1934 çултанпа поэт Чăваш АССР кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор пулнă, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕнче ĕçленĕ. Сăвăçăн кун-çулĕ 1942 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Анат Тагилта татăлнă. Н.Янкас литература ĕçне 1928 çулта хастарлăн кӳлĕннĕ. Вăл калавсемпе очерксем те çырнă, тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла куçарнă. Ана 1934 çулта СССР Писателĕсен союзĕн членне илнĕ. Унăн паллăрах кĕнекисем: «Ирхи йĕрçем» (1931), «Сăвăсем» (1935, 1939), «Парне» (1940), «Иккĕмĕш парне» (1941), «Катя» (1958), «Лирика»(1961).