Пире кун-ҫул парнелесе телейлӗ ҫитӗнтернӗ, халӑха юрӑхлӑ пулмашкӑн пилленӗ, пурнӑҫра хамӑр вырӑна тупма пулӑшнӑ юратнӑ аннемӗре ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Эсӗ пирӗншӗн тӗрек, чи пысӑк телей, савӑнӑҫ... Эпир сана чунтан тав тӑватпӑр. Ҫулсем иртнӗ майӑн эсӗ пирӗншӗн мӗн тери хаклӑ пулнине тата та хытӑрах ӑнланса пыратпӑр, кашни самантпа савӑнтпӑр. Аннеҫӗм! Ҫӗр ҫинчи мӗн пур ырлӑха ытамласа, мӗн пур пурлӑха пӗр ҫӗре пуҫтарса сана парнелеме хатӗр. Сывлӑхпа, хавхаланупа пурӑнма сунатпӑр, мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫланса пытӑр, ыранхи кун паянхинчен лайӑхрах пултӑр, ҫемьере килӗшӳпе ӑнлану хуҫалантӑр, эс пурри пире савӑнтарать. Кун-ҫулу вӑрӑм та телейлӗ пултӑр. Эпир, санӑн ачусем, мӑнуксем, тӑванусем санпа мухтанатпӑр, савӑнатпӑр, тав тӑватпӑр.
Кӗрекӳ ҫӑкӑр-тӑвартан пуян, тӑвансемпе тулли пултӑр. Аннеҫӗм, сан умӑнта эпир пуҫ таятпӑр.