Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Гурий Терентьев Ураскилт тăрăхĕнчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Уншăн пĕчĕк çĕршывĕ питĕ çывăх. Юратать вăл тăван кĕтесне - унăн çыннисене, çĕрне-шывне. Сывлăх, культура учрежденийĕсемпе мăнаçланать. Шкулĕ тата мĕнле хаклă уншăн. Вăл кунта вĕренсе ăс пухнă, пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнă. Тăван шкулне юратса та аса илсе Гурий Константинович «Ураскилт шкулĕн историйĕ» кĕнеке кăларнă.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ хайлава район шайĕнче те ырласа йышăннă. Ăна пăхса тухса хаклас тĕллевпе литературăпа тавра пĕлÿ музейĕнче презентаци иртнĕ. Унта Ураскилт шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕрентекенĕсем тата район администрацийĕн представителĕсем, учрежденисен ертÿçисем хутшăннă.
Музей директорĕ Ол