Предыдущая публикация
"Хăвăр пымастăр та, хам килес терĕм", - çапла пырса кĕчĕ редакцие "Çамрăксен хаçачĕн" кукамăшĕ Элĕк округĕнчи Тури Хурасанти Надежда Афанасьева.
Калаçса ларнă май каçхи клубсене 3 çул пĕрле дискотекăна кайнине аса илтĕмĕр. Халĕ те ташлама кайма хирĕç мар 83-ри кукамай.
Сăмах май, вăл яланах тĕрленĕ чăвăш кĕпипе çÿрет, хушăран çăпата сырса тухать.
Унчченхи пекех правур. Кредит илсе çĕкленĕ клубĕнче уявсем ирттерсе халăха савăнтарать, хулана ачисем патне тăтăш килсе çÿрет.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев