100 çул тултарнă Саврăшпуç çынни Мария Семеновна Петрова "Аслӑ Ҫӗнтерӳ 80 ҫул тултарнӑ ятпа" медаль илме тивӗç пулнă.
Юлашки уйăхсенче пенсионерка хӗрӗ патӗнче Чистайра хăнара, Саврăшпуç тăрăхӗн Валерий Николаев ял çыннине награда пама унта кайнă.
– Хисеплӗ Мария Семеновна, ялхуҫалӑхӗнче хӑвӑра шеллемесӗр ӗҫленипе Эсир Аслă Ҫӗнтерӗве ҫывӑхлатнă, çак ӗҫшӗн тав сӑмахӗсене йышӑнӑр, – тенӗ вӑл. – Сывлӑх Сире, ҫемье хушшинче тата та нумай çул лăпкăн пурăнма сунатӑп.
Валерий Николаев Мария Петровӑна медаль панӑ. Ветеран хӑйӗн патне тимлӗ пулнăшăн ӑшшӑн тав тунă.
Мария Семеновнан шӑпи ҫӑмӑл пулман. Вăл пӗр ӗмӗр каялла Хырăшне ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере ултӑ ачаран чи асли пулнӑ. Ашшӗ колхоза кӗме килӗшмен, вӑрман пунктӗнче ӗҫленӗ. Мария çавăнта шкулта вӗреннӗ. Виҫӗ класс пӗтерсен, урай ҫума унтах вырнаҫнă. Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи пуҫлансан ашшӗ вăрçа кайнă, вăл вара амăшӗпе пӗрле вӑрман пунктне пурӑнма куҫнӑ, çакăнта ӗçленӗ – фронт валли вӑрман каснӑ.
Вӑрманти ӗҫ выҫлӑхран хӑтарнӑ – рабочисене 500-шер, ачисене 200 грамм ҫӑкӑр панӑ, ытти апат-ҫимӗҫ те илсе килнӗ. Ҫамрӑкскере вӑрман ӗҫӗ питӗ йывӑра килнӗ, анчах йывӑрлӑхсем ҫине ӳпкелешмен – ку Ҫӗнтерӳшӗн пулнине пӗлнӗ.
Вăрçă чарăнсан Марьепе амӑшӗ хӑйсен ялне таврӑнма шут тытнă, анчах эвакуациленӗ ҫынсем вӗсен ҫуртне кӑмакасем хутса ӑшӑтма вутӑ вырăнне салатса пӗтернӗ иккен. Ашшӗ таврӑниччен, ҫӗнӗ ҫурт туса пӗтеричченех вӑрман пунктӗнче пурăннă.
Вӑхӑт ҫитсен Мария Саврăшпуçне качча тухнӑ. Мӑшӑрӗпе ултӑ ача пӑхса ӳстернӗ. Михаил Александрович тракторист пулса ӗҫленӗ, вӑл – тӗрлӗ ӗҫре – уйра та, йӗтем ҫинче те. Петровсем виҫӗ ывӑлпа виҫӗ хӗр ҫитӗнтернӗ.
Паян вара хӗрӗсем хӑйсен амӑшне тӑрӑшса та юратса пăхаççӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев