Хальхи вӑхӑтра вӑл Ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илнӗ вӑхӑта лекет - кӑрлачӑн 1-мӗшӗчченхи эрнене. Ҫтерлӗ хулинче 6- мӗш номерлӗ вулавӑшра (ертӳҫи В. Ю. Зорина) Нартукан яни уявӗ иртрӗ. Ӑна хатӗрлесе ирттерекенӗ те вӑлах. Пухӑннисене, чӑваш наципе культура автономин пайташӗсем (ертӳҫи О. П. Федорова), чӗннӗ хӑнасем, вулавӑш ӗҫченесем. Уява юрӑсемпе илемлетекен "Тавах" ансамбль (О. Иванова).
Валентина Юрьевна Нартукан ярассин йӑли-йӗркипе паллаштарчӗ. Нартуканра шӳт, юрӑ, вӑлту, камит нумай. Кӗлӗ уява пуҫланӑ тата вӗҫленӗ май калаҫҫӗ тата ҫавӑн пекех ҫырмана таса шыв ӑсса килнӗ май.
Нартукан уявӗнче хӗрсем юмӑҫ пӑхаҫҫӗ — пысӑк савӑта ярса «тӗрӗс ҫӗрӗсемпе» «суя ҫӗрӗсене» шыраса пулас телее, пурнӑҫ хӗвелне пӗлме ӑнтӑлаҫҫӗ. Надяпа Афанасьевапа Степан шыв "ӑсса" килсе чӳлмеке ҫӗрӗсем ячӗҫ. "Тавах" ансамбль хӗрӗсем тӗрлӗ юрӑсем юрласа кашни ҫӗрӗ хуҫине Ҫӗнӗ ҫулта мӗн кӗтесине пӗлтерчӗҫ. Чӑннипе те вӗсем ыррисем кӑна пулчӗҫ. Симӗс Аҫтаха ҫулӗ хулари чӑвашсемшӗн интереслӗ, пӗлтерӗшлӗ, халӑх йӑли-йӗркипе ҫыхӑннӑ уявран пуҫланчӗ. Ҫитнӗ Ҫулӗ Ҫӗнтерӗве илсе килтерчӗ!🙏🙏🙏 Кӑмӑла каякан, чун-чӗрене хӑпартлантаракан уяв иртрӗ!
Вулавӑш хуҫине Зорина Валентина Юрьевнана пире ялан хапӑл туса кӗтсе илнишӗн пысӑк тав сӑмахӗсем калатпӑр!
Пресс-служба ертӳҫи Л. Маркина
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев