Пӗчӗкке пуласчӗ
Эп те пулнă-ши вара пĕчĕккĕ тахçан?
Эп те выртнă-ши вара сăпкара тахçан?
"Эс те пулнă, - теç мана, - пĕчĕккĕ тахçан".
"Эс те выртнă, - теç мана, - сăпкара тахçан".
Эп те вĕçнĕ-ши вара тĕлĕкре тахçан?
Эп те чупнă-ши вара çаруран тахçан?
"Эс те вĕçнĕ, - теç мана, - тĕлĕкре тахçан".
"Эс те чупнă, - теç мана. - çаруран тахçан".
Эп те курнă-ши вара савăнса тахçан?
Эп те курнă-ши вара юратса тахçан?
"Эс те курнă, - теç мана, - савăнса тахçан".
"Эс те курнă, - теç мана, - юратса тахçан".
Валери Туркай