«Куккук авăтать»
1.Иҫĕм ҫырлине курсассăн
Татассăм килет
Тăвансене тĕл пулсассăн
Юрлассăм килет
Хушса юрламалли:
Хир-хир урлă, вăрман урлă
Куккук авăтать
Килсе хăна, ай пултăмăр
Чунăм савăнать
2.Турат ҫумне турат хушсан
хунав ҫĕкленет
Тăван ҫумне тăван хушсан
Тăван ҫĕнелет.
Хушса юрламалли:
3.Сĕтел ҫинче ҫăкăр пулсан
Турра тав тăвар
Тăвансемпе килĕштерсе
Пĕрле пурăнар!
Хушса юрламалли:
Хир-хир урлă, вăрман урлă
Куккук авăтать
Килсе хăна, ай пултăмăр
Халь кайма юрать
Спасибо огромное за текст песен не только меллодии дали от малой Родины будем в курсе новых песен и их исполнять дай Бог вам здоровья и успехов тавтапус
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 7