Предыдущая публикация
1.Юман ларать кашласа,
Юрри хыттан шавласа
Сасси атте сасси пек,
Ăс парса вĕрентнĕ пек.
Припев:
Пурнăç урапи çаврăнать.
Пурнăç урапи такăнать
Пурнăç хăнана кайни маар,
Сывлăш çавăрса илме лар…
2. Çăка ларать кашласа,
Çавра сăмах каласа
Сасси анне сасси пек
Манăн хута кĕнĕ пек
3. Телей тени ахаль маар,
Куллянмашкăн кирлĕ маар
Пурăнасчĕ çынсемпе
Атте-анне пилĕпе
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2