Куракăшра пурăнакан Степановсен çуртне тупма йывăрах пулмарĕ. Урам алăкĕ çинче Чăваш тата Раççей ялавĕсем вĕлкĕшсе тăраççĕ. Ют çынна сиссе кил картинчи йытă сиксех вĕрнине курса кил хуçи хĕрарăмĕ урама тухрĕ. Татьяна Петровнăпа пĕр-пĕрне сывлăх сунса пÿрте кĕтĕмĕр.
Икĕ ывăлĕ те ятарлă çар операцинче
Татьяна Петровнăпа Валерий Львович Степановсем пилĕк ача çуратса кашнинех ура çине тăратнă. Максим, Августина, Клава, Лева çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Кĕçĕнни кăна Станислав хальлĕхе Шупашкарта алла професси илессипе пĕлĕвне тарăнлатать. «Манăн паянхи куна 9 мăнук. Ачасемпе мăнуксем ман пата хăнана килсен пÿрт тулать!» - тесе пĕлтерчĕ асанне тата кукамай ята илнĕ хĕрарăм. Шел, мăшăрĕ Валерий Львович ултă çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Халĕ вара аслашшĕн ячĕпе çÿрекен мăнукĕ Валерик чун ыратăвне пусарма пулăшать.
- Мĕн кăна туса кăтармасть-ши пĕчĕкскер! Тепĕр уйăхра çулталăк тултаратпăр. Кашни хусканăвне амăшĕ видео ÿкерсе ашшĕ патне ярса парать. Ача мĕнле çитĕннине телефон урлă пăхса пырать çав ашшĕ, - терĕ Татьяна Петровна. Сăмах кунта Лева ывăлĕ çинчен пулчĕ.
Левăпа Максим Степановсем паянхи кун çар тивĕçне ятарлă çар операцинче пурнăçлаççĕ. Украина çĕрĕ çинче неонацистсем хăйсен ирсĕрле ĕçне пуçăнсан мобилизаци йĕркипе Левăн та ят тухнă. Унччен вăл призывпа Ленинград облаçĕнче çарпа космос службинче çар тивĕçне пурнăçланă. Çавăнпа та йывăрлăх умĕнче пуç усасси уншăн мар.
- Мобилизаци пуçланнă чухне вăл килте марччĕ. Вăл вăхăтра Ульяновскра ĕçлетчĕ. Шăнкăравласа пĕлтерсенех яла килсе повестка кайса илчĕ. Тарса çÿресси шухăшра та пулман. Тĕрĕссипе, салтакра чухне те унран пĕр ÿпкев сăмахĕ те илтмен. Хĕнени те пулнă пулĕ, кÿрентерни те - пĕрре те япăххине каламан, - тăсрĕ хăйĕн сăмахне салтак амăшĕ.
Шăллĕн тăван килтен аякра чухне пурнăçĕ çăмăл килменине аслă пиччĕшĕ Максим аванах ăнланнă. Хăй те, икĕ çул хĕсметре тăнăскер, салтак пурнăçĕ мĕнне никамран лайăхрах туйса тăнă. Шăллĕне, çавăн пекех хамăр ентешсене пулăшас тесе гуманитари пулăшăвĕпе инçе çула тухнă. Çапла вара Украина çĕрĕ çинче 15 хутчен пулма ĕлкĕрнĕ. 16-мĕшĕнче вара хăй ирĕкĕпе контракт çырса кайнă. Службăра танкист пулнăскер малти линире хăйĕн пулăшăвĕ кирлине курса ăнланнă.
- Кăçал апрель уйăхĕнче ятарлă çар операцине тухса кайрĕ. Хăйĕн шухăшĕ пирки малтанах никама та каламан. Алла повестка илсен кăна пĕлтĕмĕр, - терĕ амăшĕ куççульне шăла-шăла.
Халĕ пиччĕшĕпе шăллĕ çар тивĕçне пĕрле пурнăçлаççĕ. Выртса тăмалли те юнашарах. Пĕр-пĕриншĕн тĕрев те пулăшу пулса тăраççĕ. Кун çинчен телефонри сăн ÿкерчĕксем те çирĕплетсе параççĕ. Çĕр пÿрте хăйсене май хăтлăх кĕртнĕ, хире-хирĕçле йăл пăхса кулса лараççĕ. Йăри-тавра вăрçă çук та тейĕн.
- «Эпĕ кайсан вăрçă пĕтет», - терĕ Максим. Вăл кайрĕ, анчах вăрçи пĕтмест-çке! - терĕ Татьяна Петровна ывăлĕн сăмахĕсене аса илсе. - Çĕнтерÿ çитессе, ачасем киле чĕрĕ те сывă таврăнасса нимрен ытла кĕтетпĕр-çке эпир!
Çырăнма кăна ĕлкĕрнĕ
Куракăш каччи ятарлă çар операцийĕ пуçланичченех Хĕрлĕ Чутай хĕрне куç хывнă. Ольăпа иккĕшĕ пĕр-пĕрне килĕштерни никамшăн та вăрттăнлăх пулман. Час-часах Татьяна Петровнăсем патĕнче хăнара пулнăран ăна çывăх çыннине йышăннă пекех йышăннă. Çамрăксен çемье çавăрас шухăшсем пулнă пулĕ-ха та, анчах та икĕ кун хушшинче мăшăр пулса тăрассине тĕлĕкре те тĕлленмен. Левăн ятарлă çар операцине кайма ят тухсанах çамрăксем мăшăрланма шутланă.
- Эпĕ ун чухне касу пăхаттăмччĕ. Лева мана ыран çырăнасси çинчен каларĕ. Хăйсем вара çĕрĕсем туянма тухса кайрĕç, - аса илет Татьяна Петровна.
Тепĕр кунне вара Элĕк администрацийĕн ЗАГС пайĕнче çамрăк мăшăра регистрациленĕ. Тепĕр икĕ кунран упăшка ята илтме кăна ĕлкĕрнĕ çамрăкăн инçе çула тухма тивнĕ. Килĕнче вара амăшĕпе пĕрле мăшăрĕ те кĕтни чунра лăпкăлăх çуратнă.
Халĕ юратнă мăшăра тата ашшĕне килте Ольăпа пĕрле пĕчĕк Валерик те кĕтет. Паллах, ăнланса илеймест-ха вăл, пĕчĕкскер, мĕншĕн ашшĕ часах килте пулманнине. Анчах аслисемпе пĕрле кĕтет, ача чĕлхипе темĕн пакăлтатать. Ашшĕне çĕнĕ тетте машинăшăн тав тăвать пулинех.
Ывăлĕсенчен СМСка кĕтет
- Ачасем çитĕннĕ чухне ман пĕр пĕрчĕ çÿç те шуралман. Те хĕрлĕ пулнăран, те ачисем лайăх пулнăран; - терĕ Татьяна Петровна сăн ÿкерчĕксене пĕрле пăхнă май. – Халĕ вара пĕр канлĕх те çук. Телефона алăран ямастăп. Телеграмра çыхăнăва тухнăран çĕнĕлĕхе вĕренме тиврĕ. Унтанпа СМСкăсем çырма хăнăхрăм, вĕсем çырнине пурне те вулатăп
Тепĕр чухне сас-хура час пулмасан кинĕсемпе калаçса илет. Вĕсем патне ытларах çыраççĕ-çке. Пурте йĕркеллине пĕлсен кăна чунĕ лăпланать амăшĕн.
- Отпуска килсен мĕн тутлине пĕçерсе çитеретĕр-ха? - ыйтатăп унран.
- Эпĕ ытлашшиех пĕçермен, мăшăрĕсем пĕçереççĕ. Лагман хатĕрлеççĕ. Ман ывăлсем кукăль çиме юратаççĕ. Максим купăста кукли çиме кăмăллать пулсан, Левăшăн çĕр улми кукли тутлăрах.
Татьяна Петровна хăй вара пахча çимĕç нумай ÿстерет. Сакай тулли апат-çимĕç. Ывăлсем тăварланă хăяр-помидор кăмăлланине кура вĕсене нумайрах хатĕрлеме тăрăшать. Отпуска килсен май килнĕ таран апат-çимĕçне ытларах парса ярас тет те, анчах яланах майĕ килменнишĕн пăшăрханать. Çулĕ инçе-çке! Ăçтан пурне те парса ярăн;
Акă нумаях пулмасть Лева черетлĕ отпуска килсе кайнă. Ывăлĕпе пĕрле хăй çуралнă тăрăха тăванĕсем патне кайса килнине пĕлтерчĕ.
- Кашни килмессеренех мĕн те пулин ĕçлесе хăварма тăрăшать Лева. Асăрхарăр пулĕ, гараж тума пуçларĕ. Никĕсне хăех ярса хăварма ĕлкĕрчĕ, блоксемпе купалама вара çынсене тара тытма тиврĕ. Хĕл лариччен тăрă айне лартасшăн та, - пĕлтерчĕ Татьяна Петровна хуçалăхпа паллаштарса.
Анкартинчи мунчине вара ывăлĕ хăех çĕклесе лартнă. Çулла çăвăнмалли душне тата беседкине те хăй аллипе пуçтарнă. Юнашарах - ачана валли савăнмалăх пысăках мар чуччу. Максим вара тепĕр беседкине ăсталанă. Шел, тăррине çил вистесе кайнă. Çăва тухсан юсаса парассине пĕлтернĕ ывăлĕсем. Акă тата отпускран тухса кайиччен пÿртри газ колонкине улăштарса хăварнă. Малтанхине шăрпăкпа тивретме тивнĕрен чăрмавлă пулнă. Халĕ вара амăшне çăмăлрах пултăр тесе ăна çурма автоматпа ылмаштарнă.
- Ачасем тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Алла мĕнле ĕç хатĕрĕ тытаççĕ, пуринпе те ĕçлеме пĕлеççĕ. Максим хăйĕн ывăлĕсене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарать. Хăйсем те ашшĕне хыврĕç, - терĕ салтак амăшĕ. Тĕрĕссипе, пысăк çемьере кашнине валлиех ĕç тупăнса пынă. Татьяна Петровна хăй те нумай çул фермăра ĕçленĕ май ачисене ĕç çумне çыпçăнтарнă. Ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче те ывăлĕсем хăйсене ыр енчен кăна кăтартни амăшĕнче мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Акă нумаях пулмасть çар тивĕçне çÿллĕ шайра пурнăçланăшăн Лева командованирен Хисеп хутне тивĕçнĕ. Ун пекки пĕрре кăна мар. Вĕсене типтерлĕн рама ăшне вырнаçтарса упраççĕ çывăх çыннисем.
Пÿрте кĕнĕ чухнех мана йĕри-тавра ларакан чечексем тыткăнларĕç. Туратсем çинче мĕн асăрхарăм тетĕр; Сăн ÿкерчĕкĕсем... Ачасен тĕрлĕ çулхи сăн ÿкерчĕксене хурса тухнă. Кашни чечек çинчех пур вĕсем. Тĕпелте вара шăп варринче Максимпа Левăн сăн ÿкерчĕкĕсем. Яланах куç умĕнче... Яланах çумра... Амăшĕ ывăлĕсем таса та сывă таврăнасса пĕтĕм чун-чĕрипе ĕненет. Хăйĕн тĕпренчĕкĕсемшĕн Турра кĕл тăвать. Степановсен çемйин отпуска курма килекен тăванĕсене пысăк йышпа кĕтсе илесси йăлара. Çурта урамранах тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе тата ачасен ÿкерчĕкĕсемпе илемлетеççĕ. Салтаксене тăван килте кĕтеççĕ. Çакна вара Максимпа Лева аванах пĕлеççĕ.
Марина ЛЕОНТЬЕВА.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 3