Патшапа салтак
Юмах
Таврăнать, тет, пĕр салтак
Хĕсметрен тăван килне.
Пĕр яла вăл çитнĕ ак
Уйăх тулнă каçхине.
Çерем тăрлă çĕрпÿртре
Вăл шут тытнă çĕр каçма.
Кĕнĕ унта хваттере
Кăшт канса вăй-хал пухма.
Çурт хуçи хăй килĕнче
Путлĕ апат курайман.
Çывăрма сентре çинче
Тÿшекпе çытар пулман.
Шинель - витĕнсе выртма,
Пур пăшал - енлĕк тытма.
Сунара ирех кайма
Шут тытса выртать канма.
Пырать Иван вăрманпа,
Енлĕк темшĕн тĕл пулмасть.
Пурпĕрех пуш алăпа
Таврăнма ун юрамасть.
Уçланка пырса тухсан,
Пĕр лаштра юман курать.
Карăк ун çине ларсан
Кăлт та кăлт! чĕри тапать:
«Акă, çитрĕ ман телей,
Карăк тухрĕ ман тĕлех.»
Кĕр! кĕрлет пăшал сасси –
Пур сунарçăн савнасси.
Выртнă карăк çĕр çинче,
Кăшт аманнă уринчен.
Ăна илсе аллипе
Йăван хунă кунтăкне.
Çакă кайăк çын пекех:
«Ан вĕлер, хăтарччĕ»- тет .
Çак сăмаха илтсенех
Ним тума Иван пĕлмест.
Таврăнса çитсен килне
Эмеллет хăй кайăкне.
Вăрансан ун вырăнне
Вăл курать хĕр тăнине.
Çук, çыраймăн çырупа,
Калаймастăн сăмахпа,
Çепĕç пилĕклĕ пике
Чăннипе те чиперкке.
«Кăмăллатăп эп сана
Эсĕ ил качча мана,»-
Тенĕ çак хĕр Ивана,
Ыталанă пĕр кана.
Тăванĕсене пухса,
Кĕрĕс-мерĕс туй туса,
Пурăннă, тет, савăнса,
Пĕр-пĕрне пит юратса.
Пасартан Иван пĕрре
Илсе килнĕ пурçăн çип.
Тĕртнĕ арăмĕ çипрен
Пит асамлă, чаплă пир.
Пурăнса çити-çитми
Асапланнă нушапа.
Сĕтелне сарсан çитти -
Сĕтел тулнă апатпа.
Тем те пур кунта, ак кур,
Мĕн çиес тенийĕ пур:
Пăчăр-ăсанран - хуплу,
Шăрттан, кукăль, пыл та çу…
Пур çынна сĕтел çитти
Тĕлĕнтернĕ çав тери.
Кун пек арăм тĕнчере
Пулнă пуль пĕртен - пĕрре.
Иван мăшăрĕ çинчен
Патша илтнĕ çынсенчен.
Тытнă шухăш çавăрма
Хăй май чаплă арăма.
Хушнă хăй тарçисене
Асамçа- чиперккене
Илсе килме хăй патне,
Курас тесе сăн - питне.
Иван арăмне курсан,
Патшан куçĕ алчăрать.
Çепĕç туйăм çуралсан,
Авланмашкăн шухăшлать.
Пуçтарать ăсчахсене
Канаша хăй керменне.
Пĕлтерет хăй шухăшне,
Мĕн тума шутланине:
«Ивана инçе ярсан,
Каялла килеймĕ-ши?
Упăшки тухса кайсан,
Арăмĕ ман пулĕ-ши?»
Ăсчахсем сÿтсе явса,
Патшана канаш парса,
Упăшкаллă арăма
Шут тытаççĕ çавăрма:
«Е паян, е тепĕр кун
Качака тупса килсен,
Мăйраки те, тирĕ ун
Пулччăр ылтăн-кĕмĕлрен!»
Ивана чĕнсе илсе
Çапла тенĕ шăл йĕрсе:
«Хушнине тупаймасан
Арăму тек пулмĕ сан!»
Упăшки пит хурланать,
Арăмĕ çеç ăс парать:
«Татăлса ан макăр-ха.
Ак сана парап çăмха.
Хуйхăрса ан шăнт чунна,
Нушаран тухма пур май.
Хăв умна çак çăмхана
Ывăт та, ун хыççăн кай.
Качака тĕлне пулсан,
Тыт ярса мăйракинчен.
Патшана ăна парсан,
Тар часрах ун умĕнчен."
Патша питĕ савăнать -
Качакаллă пулнăран.
Ăшĕнче çеç хурланать -
Арăма çаврайманран.
Тепĕр хут вăл пуçтарать
Хăй патне ăсчахсене.
Вăрттăн канашсем парать
Аркатма çĕн çемьене:
«Кайтăр халĕ пуш хире,
Нушалантăр сусăнса.
Хальхинче Иван пире
Килтĕр хир сысни тытса».
Ку ĕçе те пурнăçлать,
Ăна арăм пулăшать.
Хир сысни патшан пулать,
Иван арăмпах юлать.
Ик хутчен пуçтарăнса
Ăслă шухăш тупманран,
Тарçисем те тарăхса
Ĕçсĕр аптăранăран
Тĕлĕнтермĕш япала
Тупса килме хушнă тет.
Ку ĕçрен вăл каялла
Таврăнасса шанман тет.
Ку хыпар ун арăмне
Питĕ хытă хуйхăртать.
Ним тума пĕлмен енне
Тарăн шухăша путать:
«Тĕлĕнтермĕш япала
Ăçтарах вăл пулмалла?
Мĕнле майпа тупмалла?
Камран çакна ыйтмалла?
Аппаран ыйтас пулать,
Вăл манран нумай пĕлет».
Алшăлли, çăмха илет,
Ивана веçех парать.
Вĕрентсе çапла калать:
«Çăмха çула кăтартать.
Эс ан пăрăн çулăнтан
Пĕр хĕрарăм тĕл пулсан.
Вăл аппам ман юратни,
Керменте пурнаканни.
Алшăлли курсассăнах
Йышăнĕ сана часах.
Пĕл вара ыйтса унран:
Пирĕн тупмалла ăçтан
Тĕлĕнтермĕш тенине,
Çын курман-илтменнине?»
Аппăш аптăранăран:
«Эп илтменччĕ халиччен.
Ыйтăн аслă аппаран
Илтнĕ-ши вăл кун çинчен?
Парса ярăп эп сана
Çăмхапа кĕмĕл çĕрре.
Вăл çитерĕ час кăна
Хăвна кирлĕ пĕр çĕре.
Ман унта аппа пурнать,
Пурне те ырлăх сунать.
Çак çĕрре вăл курсанах
Йышăнать сана часах.
Эсĕ пĕл ыйтса унран:
"Пирĕн тупмалла ăçтан
Тĕлĕнтермĕш япала?
Мĕнлерех вăл пулмалла?»
Аслă аппăш тĕлĕнет,
Тимлĕн шăллĕне итлет,
Çăмха алла тыттарать,
Каласа ăнлантарать:
«Ак парап сана çăмха,
Çавăн хыççăн эс кай-ха.
Çитсе тăрăн шыв хĕрне,
Курăн пĕр çын кевтине.
Вăл ларать шыв хĕрринче,
Асамлă чул аллинче.
Пит хăватлă тет çав чул,
Унпала сăпайлă пул.
Асам чулĕ çут тĕнчен,
Чи хăватли пуринчен.
Унтан вăйли ним те çук
Вăл нихçан çухалас çук.»
Самаях Иван çÿрет
Тĕлĕнтермĕш шыраса.
Виç эрне ытла иртет
Çăмха хыçĕнчен утса.
Ак тинех çитсе тăрать
Аслă тинĕс хĕррине.
Патшана пама васкать
Шыраса тупсан чулне.
Пурпĕр чул та пулăшмасть
Патшан çăткăн кăмăлне.
Вилĕм Ивана ямасть
Упраса ун çемйине.
Чул асамлă, пулăшать
Ырă чунлă çынсене.
Асап-хурлăх кăтартать
Непсĕсĕр пуçтахсене.
Юрату вăл Улăп пек,
Ăна никам çĕнеймест.
Аркатмашкăн пĕтĕмпех
Вăйĕ те патшан çитмест.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Комментарии 1