Çăлтăр-ача
Юмах
Ик чăваш пĕррехинче,
Шартлама хĕл сиввинче,
Кайнă пулнă вăрмана,
Вутă-шанкă пуçтарма.
Пур чĕрчун та таврара
Хĕллехи ыйха путсан,
Çак хăрушă шăплăхра
Хускалмашкăн та хăран.
Çĕр те, йывăç туратти
Хĕллехи тумпа иккен.
Ял çыннисене вутти
Ăшăнмашкăн кирлĕ-çке.
Хăрăк турат пуçтарсан,
Кил енне хатĕрленсе,
Пурнăç çинчен шутласа
Шаннă ырлăх çитессе.
Ак тамаша! Тÿперен,
Пĕлĕт татки хыçĕнчен,
Çăлтăр ÿкнĕн туйăннă,
Ылтăн евĕр курăннă.
Юр çинче, ак, чăнахах,
Выртнă çутă япала.
Пĕр хресченĕ çавăнтах
Илнĕ, тет, çакна алла.
Ылтăнланă пиравăр,
Пулнă çав тери капăр.
Хăй евĕрлĕ тĕррипе,
Тĕрлĕ тĕслĕ çиппипе.
Юлташсем кашни хăйне,
Çутă «ылтăн» катăкне
Пайласа илме шутланă,
Турткалама пуçланă.
Анчах, çук çав нимĕн те,
Ылтăн та çук, кĕмĕл те.
Ача-çке унта выртать,
Тутлă ыйхăпа çыврать.
Ак тепри пырса пăхсан,
Ку ача иккен курсан,
Пăрăнать те айккине,
Сăмахлать тет юлташне:
«Пÿлĕх мул парассине
Шантăмăр-çке кăлăхах.
Курмăпăр ун уссине,
Выртса юлтăр çакăнтах.
Часрах киле таврăнар,
Хамăр çулпа уттарар.
Пирĕн вĕт хамăрăн та
Пÿрт тулли ача тата.
Аллинчен тăван ачан
Çăкăрне туртса илсе,
Ют ачана çитерсе
Усă курмăпăр нихçан».
Хирĕçлет тепри çакна:
«Çак сивĕре хăварни –
Шеллемесĕр вĕлерни.
Çылăх илмĕп хам чуна.
Эп те чухăн сан пекех,
Ачамсем çурт туллиех.
Пурпĕрех хампа илсе
Кайăп эп ăна киле.»
Çавăнтах çупăрласа
Тупнă ачана тытса,
Çил ан вĕртĕр-ха тесе
Кĕрĕкĕпе чĕркесе,
Чăнкă сăртăн айккипе
Утнă, тет, хайхи килне.
Юлташĕ айванлăхпе
Çапла калать хăй тусне:
«Ачине илсен хăвна,
Сурпанне парсам мана.
Пайласан çеç çурмаран
Хăтăлăпăр çылăхран».
«Ку сурпанĕ манăн мар,
Санăн та мар – вăл ачан.
Пăрăн эсĕ ман умран,
Тек эпир юлташлă мар».
Килне çитсен вăл тÿрех
Пÿртне кĕрсен хăраса,
Иртме хăйман тĕпелех,
Арăмне тарăхтарса.
Арăмĕ пÿртрен тухса,
Пушатсассăн çурăмне,
Упăшки пит савăнса
Çапла калать арăмне:
«Тĕлĕнсе каян курсан
Тĕлĕнтермĕш ачаран.
Тупса килтĕм вăрмантан,
Йышăнсамччĕ кăмăлтан.»
«Мĕскер-ши вăл, кăтартсам,
Лайăхчĕ пуян пулсан.
Пирĕн пÿрт, кур, çап-çара,
Шăхăрать çил картара».
Ак упăшки салатать
Тĕрĕллĕ пир сурпана.
Тупса килнĕ ачине
Тыттарать, тет, арăмне.
Арăмĕ сурпанĕпех
Асăрханса тыткалать.
Хăйĕн пĕчĕк ачипех
Çывăрмашкăн вырттарать.
Тĕлĕнтермĕш сурпана,
Мăй çыххи, вăчăрана,
Янтарьне те арчана
Чикнĕ-хунă вăшт! кăна.
Тупнă çăлтăр - ачана
Уйăрман ыттисенчен:
«Тек ан куртăр нушана,-
Тенĕ,- ÿссе çитиччен!»
Çулсерен чиперленсе
Шурă та черченкĕ пулнă.
Кăтра çÿç пайăркисем
Çеçкесем пек курăннă.
Тути - чечек çунатти,
Куçĕ - таса юханшыв,
Кăмăлĕ ун чăланти
Йÿçсе ларакан сим пыл.
Çакăн пек чиперленсе
Ÿснĕ, имĕш, хайхискер.
Вăй хурса ĕçленисем
Курăнман анчах темскер.
Хăй пит те ăста ташлать,
Юрлама та пултарать.
Кĕвĕ калама пĕлет,
Пур çын унран тĕлĕнет.
Кам юратмĕ ачана,
Тĕнчипе те çук сăна?
Хăйне те вăл юратса
Тăнă сăнпа мухтанса.
Çак илемлĕ сăн-сăпат
Парайман çав ăс-хăват.
Кунсерен хаярланса,
Пынă мăнкăмăлланса.
Чухăн ачасем çине
Йĕрĕнчĕк куçпа пăхса,
Тарçă вырăнне хурса,
Тытнă пысăккăн хăйне.
Вак ача, ваттисене,
Суссăр та чăлахсене,
Кашнинчех тек витлесе
Пурăннă, тет, шăл йĕрсе.
Урампа пĕррехинче
Пĕр хĕрарăм иртнĕ тет.
Çав хĕрарăм çийĕнче
Çĕтĕк тум çеç пулнă тет.
Питĕ япăх пулнă хăй,
Ун утма та çуккă вăй.
Ак курать пĕр йывăçа,
Тупрăм тин, тет, канăçа.
Кĕлмĕçе ача курать,
Чулпа пеме тытăнать.
Шапа пекех нĕрсĕр тет,
Сăну-питÿ ирсĕр тет.
Çак хĕрарăм хăраса,
Чунĕпе теме туйса,
Ачаран куçне илмен,
Мĕншĕнне хăй те пĕлмен.
Усрав ашшĕ çакăнтан
Тек вăрçмасăр чăтайман:
«Мĕн усалĕ тунăран
Кун пек пÿтсĕр хăтланан?
Чул пек хытă сан чуну.
Хĕрхенме хăнăхмасан,
Малашне çитес куну
Чул пек йывăр пулĕ сан.
Мĕншĕн сана шеллесе,
Вармантан киле илсе,
Хам ача пекех пăхса,
Ма ÿстертĕм тарăхса?»
«Сан пек чухăн янавар
Маншăн çывăх çын та мар.
Манса кайрăн-им пачах
Эпĕ вĕт Çăлтăр-ача.»
Çак сăмахсене илтсен,
Хĕрарăм тăн çухатать.
Чылайран ăна кĕрсен,
Ак мĕн каласа парать:
«Шăп вуник çул каялла
Ачана эп çухатсан,
Шыраса ялтан-яла
Çитмен кил те хăварман.
Мăйне янтарь çакнăччĕ,
Ылтăнлă пир-авăрпа
Çĕленĕ сурпанăмпа
Эп ăна чĕркенĕччĕ.
Хурахсем çакна курса
Илчĕç ачама туртса.
Ак паян сана курсан
Илтĕм палласа аран.
Çумарах кил, чуптăвам,
Çывăхран сана курам.
Эс ман пĕчĕкçĕ пепкем,
Эпĕ сан аннÿ, пĕлсем.
«Эс чăнах анне пулсан,
Санăн килмелле пулман
Намăс кăтартса мана.
Куç ан куртăрччĕ сана.»
Сасă кайрĕ таврана:
«Тархаслатăп эп сана,
Ан асаплантар мана,
Пар ачашлама хăвна».
Тавăрать хайхи ача:
«Ирсĕр эсĕ сăн-питрен,
Тумтирÿ те пит начар,
Шăршă кĕрет кевтÿнтен,
Çумăнта хам тăриччен,
Санпала пĕлĕшиччен,
Чуптăвам-и калтана?
Е ыталăп шапана?»
Çак хĕрарăм аптраса,
Пур пек вăй-халне пухса,
Ахлатса çĕкленнĕ те
Вăрмана çул тытнă тет.
Çăлтăр ача савăнса
Вылямашкăн вĕçтерет.
Хăйĕнпе- хăй савăнса
Кăшкăрашса пынă тет.
Анчах ăна ачасем,
Пĕрле ÿснĕ тантăшсем,
Яхăнне те пыртарман.
Хăйсемпе выляттарман:
«Нĕрсĕр эс шапа пекех,
Сăн-питÿ калтанниех.
Каях хăвăн çулупа,
Туслашмастпăр тек санпа!»
«Мĕн каларĕç-ха кусем ?
Çăл патне кайса пĕлем.
Шыв кăтартĕ тĕрĕсне,
Эп илемлĕ пулнине».
Курсанах ача питне
Çăлĕ тарнă шыв тĕпне:
«Кай часрах эс ман патран,
Сăнупа пит хăратан!»
«Усрав атте-аннерен
Ыйтса пĕлем хам çинчен.
Кам шапа пек пулнине
Пелĕпĕр ак ун чухне».
« Аннÿнтен ыйт каçару,
Унсăр пулĕ ылхану.
Ху йĕркесĕр пулнăран
Терт-нуша хăвах куран».
«Чăнласах эп çылăхлă.
Пурнăçăм ман хурлăхлă.
Халь куратăп асапа,
Тин туятăп айăпа.
Тĕнче тăрăх çÿресе
Ман тупасчĕ аннене.
Куççульпе ÿкĕтлесе
Калăттăм йăнăшнине.
Иртен пуçласа каçчен
Темиçе çулсем хушши,
Ватăлса хăй çитиччен
Вăл шыранă чун ăшши,
Анчах ниçта тупайман,
Никамран та ыйтайман,
Пулăшакан тупăнман,
Пурпĕр шанчăк çухатман.
Пĕр хула урамĕнче,
Çÿллĕ çуртсем хушшинче,
«Анне» палăка курать,
Çавăнта канма шутлать.
Кармашса çÿле пăхсан,
Амăшĕн сăнне курсан,
Амăш йăл кулса кăна
Чĕннĕ хăй патне ăна.
Палăка ыталаса,
Чĕркуççи çине тăрса
Пĕтĕм чунтан хурланса
Панă юрă юрласа:
«Ах, анне! Тăван анне!
Тархаслатăп халь сана,
Каçарсамччĕ эс мана,
Тин ăнлантăм чăннине.
Пурăнатăн ватлăхра.
Сан умра эп парăмра.
Хурлăх пуснă вăхăтра
Чун - чĕрем вут - çулăмра.
Çемçетсе чун-чĕрÿне
Йышăн ывăлна, анне,
Пĕр-пĕчченçĕ мĕскĕнне
Хăвăн пысăк çемйÿне.
Пĕр сана сума суса
Парăп юрă юрласа.
Хамăн айăпа туйса,
Умăнта пуçа тайса.
Кам илтет ман çак юрра,
Тыт çакна ялан асра:
Аннерен ним çук хакли,
Пурнăçра вăл - чи кирли».
Чăвашсен çĕршывĕнче
Никĕсленнĕ çак юмах.
Халăх сăмахлăхĕнче
Тĕрĕсси те пур, паллах.
Чăвашсен тĕп хулинче
Курсан «Анне» палăкне,
Тытса чĕрÿ çумĕнче
Асилсем хăв Аннÿне.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Комментарии 4