Умĕн калани
Чăваш халăхĕн эпосĕ çинчен
Хăçан та пулсан эсĕ илтнĕ-и?
Чăваш паттăрĕн ыр ĕçĕ çинчен
Юмах вуласа эсĕ пĕлнĕ-и?
Чăваш халăхĕ йывăр вăхăтра
Ялан ĕмĕтпе савăк пурăнма
Йăпатнă чунне юмах-халапра
Туймашкăн хăйне паттăр пек пулма.
Пулас пурнăçа юмахра курма.
Шутланă чăваш ĕлĕк-авалах.
Çĕр пичĕ çинче ĕçчен çын пулма,
Телей çитессе вăл шаннă, паллах.
**********************************
Авалхи Кавказ ту хысакĕнче
Арзамас уйĕ выртать сарăлса.
Çакăнта чăваш кăнтăр çĕрĕнче
Вырнаçать авал хÿтлĕх шыраса.
Аслати турă хуçаланнă чух,
1.Асам вăйĕ ун çиччĕ пулнă чух,
Ĕненсе çавна ват асаттесем,
Аслати турра пуç çапнă вĕсем.
Ялан вăхăтлă çумăр çутăрччĕ,
Акакан тырă ăнса ÿстĕрччĕ.
Чăваш халăхĕ Паттăр пултăрччĕ,
Пурнан пурнăçра тĕрек пулĕччĕ.
Чăваш ĕмĕчĕ çитет çийĕнчех.
Сарлака уйра улпут çемйинче
Уйăх тулнă каç ывăл çуралать,
Хресчен пурнăçĕ ырлăхпа тулать.
Çиçет çиçĕмĕ – аслати кĕрлет,
Çăвать çумăрĕ, ыр хыпар çитет.
Ашшĕпе амăш чунтан савăнать
Паттăр пек пулмаУлăп ят парать.
Васкаса ашшĕ сăпка ăсталать,
Каштине юман йывăçран тăвать.
Пепкине амăщ кăкăрне парать,
Улăпа патвар ÿсме пулăшать.
Çиçет çиçĕмĕ, çивчĕ хĕç туптать,
Аслати автать, хăй вăйне парать.
Курсанах тăшман, питĕ тĕлĕнет,
Пĕлсенех ыр çын, чунтан хĕпĕртет.
Кунпа мар ÿсет, сехетпе ÿсет,
Сăпкана ача пĕртте шăнăçмасть.
Кашта та часах паттăра чăтмасть,
Çурмаран тÿрех çурăлса ÿкет.
Пур кĕпе-йĕме шалпар тăхăнать,
Кевтене ку та чăтаймасть такки.
Çурмаран йĕмĕ акă шарт! тăвать,
2.Сÿререн тунă йĕмĕн çытакки.3.
Çуркунне пулсан, шутлаç килĕнче
Çитмĕл те çичĕ анасем çинче
Ÿстерсе 4.кантăр 5.сÿс туса илме,
6.Йĕтĕн пир тĕртсе кĕпе çĕлеме.
Йĕтĕн çип пултăр нăклă тем тĕрлĕ,
Çĕлеме кĕпе нумай пир кирлĕ.
Васкатать ача урама тухма,
Хăвăртрах туспа выляса кулма.
Çил пулать амăш, шеп тăвăл пулать,
Çичĕ кун тăршшĕ çĕлет пир кĕпе.
Тăхăнсан ача, йĕтĕн 6. пир кĕпе
Килĕшет çав тер шăп та шай ларать.
Урама тухать, курать пĕрене,
Утланса унпа лашалла вылять.
Хăвана авса ухă ăсталать,
Пит кичем туять пурпĕрех хăйне.
Кевтипе пысăк, чунĕпе – ача,
Урамра унăн вылясси килет.
Малалла утать, курать 7.униче,
Ачапча сасси ăна илĕртет.
Ачасем тÿрех Улăпа курсан,
Пытанса пĕтсе, пурте саланаç.
Улăпла ачан юрри ян! кайсан,
Хăрамасăр тин ун умне тухаç.
- Ачасем, эсир! Шăкăр-макăрсем!
Хăраса манран ан пытанăр-ха.
Эсир те, эп те - этем ачисем,
Хăварпа пĕрле выляттарăр-ха.
Тÿпере, çÿлте, çут çăлтăр вылять,
Ун йĕри- тавра сар уйăх шăвать.
Эпĕ уйăх пулам, эсир – çăлтăрсем,
Кичем ан пултăр, выляр вăйăсем.
- Эс кăтарт пире паттăр пулнине:
Уххăнтан пеме эс пĕлетĕн –ши?
Вăркăнса вĕçен ухă йĕппине
Шăлупа çыртса чараятăн – ши?
Шăлупа çыртса уххăна чарсан,
Хамăрпа сана выляттарăпăр.
Шăлупа çыртса ухха чармасан,
Санра айăпĕ – выляттармăпăр.
Самантрах Улăп уххинчен перет,
Шăхăрса ухă çÿле çĕкленет.
Тÿпере ухă ши! ши! шилетет,
Шăлĕпе кап! çеç ярса та илет.
Уххи Улăпăн ши! шăхăрнăран
Пурин те часах сехри хăпнă тет.
Тарăхса çитет выляттарманран,
Юмахри паттăр татах юрлать тет:
- Ачасем, эсир! Шăкăр- макăрсем!
Ухăран персен сехĕрленес мар,
Эсир те эп те - пулас салтаксем
Çĕршыва сутса ята ярас мар.
Тÿпере, çÿлте, çут çăлтăр вылять,
Ун йĕри-тавра сар уйăх шăвать.
Эпĕ уйăх пулам. эсир – çăлтăрсем,
Кичем ан пултăр, выляр вăйăсем.
Эс кăтарт пире выляссу килсен,
Юханшыв куçне чăмса кĕнине.
Эсĕ шыв ăшĕн виç çухрăм ишсен,
Шăтарса пăра сыввăн тухнине.
Шăтарса пăра тухатăн пулсан,
Хамăрпа пĕрле выляттарăпăр.
Шăтарса пăра тухаймасассăн,
Санра айăпĕ – выляттармăпăр.
Самантрах хайхи юханшыв куçне
Кевтипе тÿрех сикет те чăмать.
Çичĕ çухрăмлă шыв ăшĕн ишсе
Çичĕ 8.аршăнлă пăра шăтарать.
Пит инçе Улăп ишсе кайнăран,
Пур ача-пăчан куçĕ алчăрать.
Ачасем ăна выляттарманран,
Юмахри паттăр татах юр юрлать:
- Пулас салтаксем! Шăкăр- макăрсем!
Вичкĕнрех куçлă пулма тăрăшар.
Чăваш халăхĕн ывăл-хĕрĕсем,
Пур вăя пухса харсăр ĕç тăвар.
Тÿпере, çÿлте, çут çăлтăр вылять,
Ун йĕри - тавра сар уйăх шăвать.
Эпĕ уйăхĕ, эсир – çăлтăрсем,
Кичем ан пултăр, выляр вайăсем.
Эс , кăтарт пире пит паттăр пулсан,
Сан атту пуçĕ пит чăтăмлине.
Хĕрĕх 9.чалăшлă хĕрлĕ ту курсан,
Виçĕ хут тапса вуç çĕмĕрние.
Хĕрĕх Чалăшлă тăва салатсан,
Хамăрпа сана выляттарăпăр.
Виçĕ хут тапса салатаймасан,
Санра айăпĕ – выляттармăпăр.
Урипе тапсан, тăва мĕн кĕтет:
Сулахай сулсан - сулланса илет.
Сылтăмпа тапсан - саланса каять,
Тăвайкки часах чалăшса юлать.
Чăнах та эсĕ пирĕншĕн Паттăр!
Умăнта эпир пуçа таятпăр.
Пурнан пурнăçра эс пирĕн тĕрек,
Пире çĕнеймĕ нимĕнле инкек.
Асăрхаттарни:
1.асам. – магия, волшебство, 2.сÿре– мера пряжи, 3.çытак-детские штанишки, 4.кантăр – конопля, 5.сÿс - волокно, 6.йĕтĕн пир– льняное полотно, 7.униче-околица, 8.аршăн-уст. аршин, пĕр аршăнта тăватă шит, 9.чалăш – сажень(2,13м).
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Комментарии 9