Çÿллĕ ту çинче тăратăп, Таврана пăхса сăнатăп, Ах, епле хитре вĕсем - Пушкартстанăн çĕрĕсем!
Улăх тăрăх саланаççĕ Урхамах пек лашисем. Сиплĕ курăкне суйлаççĕ Сар çилхеллĕ ăйрисем. Пĕр тăван пек пурăнаççĕ Тĕрлĕ халăх çыннисем. Президента тав тăваççĕ Çĕршывра телейлисем.
Пултаруллă, паллă, сумлă Ку çĕршывăн çыннисем. Çав тери пуян та аслă Пушкăртстанăн çĕрĕсем.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Нет комментариев