Пит нумай ҫӗр ҫинче чӗлхе,
Пӗринчен тепри илемлӗ.
Мана та парӑннӑ чӗлхе,
Ват асаттесен пехилӗ.
Тӑван чӗлхе - чӑваш чӗлхи!
Камра тата пур ун пекки!
Маншӑн вӑл питӗ те хакли,
Мӗншӗн тесен вӑл тӑванни.
Тӑван чӗлхем! Эпӗ сансӑр
Мӗскӗн чунлӑ этем. Сӑнсӑр.
Тутар та мар, вырӑс та мар,
Ҫут тӗнчере никам та мар.
Чӗлхе тени вӑл - чун палли,
Кашни ҫыннах Турӑ пани.
Чӗлхеллӗ пул, йӗркеллӗ пул,
Чӗнмен чӗкеҫ пек эс ан пул.
Ан тиркесем хӑв чӗлхӳне,
Ан юлтӑр халӑх мӗскӗне.
Пиҫсе ҫитмен чӑваш кӑна
Пит ӑнлансах ҫитмест ҫакна.
Хӑвӑннине тиркес пулмасть,
Мӗскӗн йӑх-ях пулас пулмасть.
Чӗлхе вӑл - чун-чӗре ӑшши,
Хастарлӑх, туслӑх ун тӗшши.
Чӑваш чӗлхи арӑслан пек:
Алра хыт тыт - вӑл тӗк тӑрать,
Ачашланать йӑваш ача пек,
Вӗҫерӗнсессӗн - тӗк татать.
Чӑваш чӗлхи, эс ӗмӗр чӗрӗ,
Сарлака юман пек кӗрӗ.
Ҫӗр пин сӑмахлӑ чӗлхемӗре
Упрар темиҫе ӗмӗре.
Упрар тӑван чӗлхемӗре
Ӗҫре, килте те инҫетре,
Интернетра та эфирта
Ҫумра вӑл пултӑр! Хамӑрта.
Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 1
Автора, тем пысӑкӗш ТАВТА ПУҪ!Ҫав тери тӗрӗс сӑмахсемпе ҫырнӑ хӑйен сӑввине!)))
Ырлӑх - сывлӑх, телей...пултӑр СИРӖН ялан!