Чĕлхемĕр ирĕккĕн янратăр.
Чĕлхемĕр çепĕç те илемлĕ,
Таса çăлкуç пекех юхать.
Чăваш юрри евĕр хĕвеллĕ,
Чун – чĕрене те ăшăтать.
Чĕлхемĕр мĕнешкел хăватлă,
Вăрăм ĕмĕрлĕ, авалхи.
Чăн кивелми те пархатарлă,
Йăх – несĕлсен чĕрĕ чĕлхи.
Чĕлхемĕр чăннипех çунатлă,
Çĕкленчĕ çăлтăрсем таран.
Çунатлă тусăн ячĕ паллă –
Вăл пирĕн паттăр Андриян.
Чĕлхемĕр ырă, тараватлă,
Çĕклет чăвашлăх туйăмне.
Çак туртăм çывăх та сăваплă,
Пĕрлештерет ентешсене.
Чĕлхемĕр пурнăç сăн – сăпачĕ,
Çырулăхра аталанать.
Аслă вĕрентекен тивлечĕ
Пирĕн çула уçса пырать.
Чĕлхемĕр ирĕккĕн янратăр,
Тулли пултăр сан ăраскал.
Чĕресенче ĕмĕр упрантăр
Яковлев панă çут «Халал».
Сӑвӑ авторӗ Клементьева Л.Ф.
#хитре_сӑвӑсем #чăваш_сӑввисем #чăвашсем #чăваш_чĕлхи
Нет комментариев