Пĕлтĕр Пĕтĕм Раççейри студентсен отрячĕсен 65-мĕш слетĕнче «БригаДа!» отряд хастарĕ Дмитрий Гурьянов хăйĕн савнине Анастасия Кустовăна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн студентсен отрячĕсен штаб командирне, пĕтĕм халăх умĕнче качча тухма ыйтнă! Йĕри-тавра уяв кăмăл-туйăмĕ хуçаланнă, яшсемпе хĕрсем хумханнă, савăннă. Дима чĕркуçленсе чи пĕлтерĕшлĕ ыйтăва панă: «Настя, качча тухатăн-и мана?» Каччăпа пĕрле пурте хурава чăтăмсăр кĕтнĕ. Настя: «Тухатăп», — тесен алă çупса саламланă.
Вĕсем 2019 çулта лагерьте пĕр отрядра паллашнă. Иккĕшĕ те пилĕк çул вожатăйра ĕçленĕ. Çакă вĕсене çывăхлатнă та.
«Дима кĕтмен парне тума хатĕрленнине сисеттĕм-ха, анчах курмăш, пĕлмĕш пултăм. Çав кун çитсен чунра темĕн систерчĕ: паян çакă пулса иртетех тесе шухăшларăм. Чăнах та, эпĕ йăнăшмарăм. Çĕррине вăл çулталăк каяллах илсе хунă иккен», — уçăмлатрĕ хĕр.
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (23.01.2025) http://hypar.ru/ru/izdaniya/camraksen-hacache/camraksen-hacache-2-6553-no-23012025
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев