«Иртнĕ çул пуçламăшĕнче хĕрĕм Алина ман валли кĕтмен парне тăвасси пирки каланăччĕ. Çакна ăша та хывман. Чăннипех те, çулталăк вĕçĕнче пысăк парне пулчĕ», — савăнăçне пĕлтерчĕ Канаш округĕнчи Ăвăспӳрт Кипечре пурăнакан Надежда Максимова.
«Аттен сăмахне итлесе тете çемйине пăрахман. Анчах хĕрне Светланăна нихăçан та манман, пулăшма тăрăшнă. Ку маншăн, паллах, питĕ пысăк кĕтменлĕх пулчĕ. Çапах хутпа кăранташ тупса адресне çыртăм. Тетене Светланăна шыраса тупма сăмах патăм. Çав хута чӳрече ани çине хутăм. Аппан ывăлне пытарма тивнипе эпĕ ун çинчен мансах кайнă. Тете ун хыççăн нумай пурăнаймарĕ, тепĕр виçĕ уйăхран çĕре кĕчĕ. Кайран хут çинчен аса илтĕм. Хĕвел çинче выртнăран вăл тĕсне çухатнăччĕ. Çапах хĕрĕн ятне-шывне, амăшне епле чĕннине, хăш хулара пурăннине астуса юлнăччĕ. Урам ячĕ курăнмастчĕ. Темшĕн Гагарин урамĕ тени пуçра юлнă. Хĕрĕмсемпе пĕрле Светланăна социаллă сетьсенче шырама тытăнтăмăр. Аппан хĕрĕсем хутшăнчĕç. Ниепле те ĕç тухмарĕ. Çапах ĕмĕт сĕвĕрĕлмерĕ. Иртнĕ çул пуçламăшĕнче Канашра пурăнакан хĕрĕм Алина «Жди меня» кăларăма çыру янă иккен».
Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (23.01.2025) http://hypar.ru/ru/izdaniya/camraksen-hacache/camraksen-hacache-2-6553-no-23012025
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1