— Çавăнпа хамах çитсе пĕлес терĕм, аннене ĕçлеме каятăп терĕм. «Вăрçа…» — тенĕ пулсан ямастчĕ. 2015 çулхи кăрлач уйăхĕнче сумкăна тумтир, ыттине тултартăм та пуйăспа Дон çинчи Ростова çитме çула тухрăм, унта пĕр доброволец кĕтсе илчĕ. Иксĕмĕр Донецк еннелле каякан транспорта куçса лартăмăр. Облаç тата ДХР хушшинчи чикĕ урлă каçнă чухне паспорта икĕ регион службисем тĕрĕслерĕç, эпир ăçталла çул тытнипе кăсăкланчĕç. «Ополчение пулăшма», — терĕмĕр. Чикĕ урлă ырă сунсах каçарчĕç. Мотострелоксен 1-мĕш славян гварди бригадине çитрĕмĕр. Хул пуççи çинчи шеврон та унта шутланса тăнине çирĕплетет.
Вăл маларах Раççей çарĕнче хĕсметре çулталăк пулнă. Алексее мотострелоксен ротине илнĕ. Хĕç-пăшалпа усă курма 18-19 çулсенче чухнех вĕреннĕ. Çапăçăва кĕме хатĕр пулнă. Анчах вăл «Шелестшăн» пĕрремĕш вĕт!
Виççĕмĕш куннех ополченецсемпе пĕрле задани пурнăçлама кайнă. Бронежилетсăр, шлемсăр. Ун чухне бригадăн вĕсем çеç мар, йывăр хĕç-пăшал, çар тумтирĕ те пулман, доброволецсем тумтире хăйсен укçипе туяннă. Сăмахран, Алексей ДХРна «Горка» ăшă тумтир илсе кайнă. Фронтра тӳссе ирттерни чун-чĕрине вăйлă кисретнĕ, ĕмĕрлĕхех асра юлнă, Алексей ача тата каччă чухне пăхнă вăрçă фильмĕсем пĕр самантрах манăçа тухнă. Ополченецсен пурнăçĕ устава пăхăннă, командирсен заданийĕсене пурнăçланă, вĕсене сӳтсе явса вăхăта ирттермен. Çак йĕрке доброволецсемшĕн бригадăн пысăкрах пайĕ вĕсенчен йĕркеленнĕ) çирĕп пулнă. Хăшĕ-пĕри унта çырăниччен хĕç-пăшалăн вăл е ку модификацине тытса курман пулин те кĕске хушăрах алла илнĕ», - каласа кăтартрĕ Донецк Халăх Республикинче (ДХР) пурăнакансене 2015-2017 çулсенче ВСУран хăйĕн ирĕкĕпе хӳтĕленĕ Алексей Заикин.
Василий Кузьмин сăн ÿкерчĕкĕ
Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатăн çĕнĕ номерĕнче (10.01.2024)
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев