«Çăлавçăн вăйлă, психологи енчен çирĕп пулмалла, хăвăрт шухăшласа илмелле, йышăнусем тумалла, кашни çеккунт хаклă пулма пултарать. Çăлавçă ытти çынран уйрăлса тăрать. Кĕнекере çырнă пек мар – кашни инкек расна. Пăхатăн та, хăшĕ-пĕри кĕлеткипе вăйлă, анчах инкек вырăнне çитет те çухалса каять. Кун пеккисем малалла ĕçлеймеççĕ, урăх ĕç суйлаççĕ.
Çăлавçă профессийĕ нумай енлĕ: пушар сÿнтерекен те, водолаз та, альпинист та… Вун-вун çын пурнăçне çăлса хăварнă, тав сăмахĕсем илтнĕ, çав хушăрах чуна çÿçентерекен самантсем те пурнăçра сахал мар пулнă», – терӗ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçи Александр Петрушкин.
✍Çăлавçăн кулленхи ĕçĕ çинчен тĕплĕнрех «Хыпар» хаçатăн паянхи номерĕнче вуласа пĕлме пулать.
Видео авторӗ: Лариса Петрова
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев