🇷🇺 Малтанах юнармеецсем сцена ҫине Раҫҫей, Чӑваш Ен тата Патӑръел муниципалитетӑн ялавĕсене илсе тухрĕҫ. Ял-йыша территори уйрӑмĕн начальникĕ Екатерина Фролова уяв ячĕпе саламларĕ. Патӑръел муниципалитет округĕн депутачĕ Владимир Фролов юрӑ парнелерĕ.
💃 Тури Чакӑ культура ҫурчĕ ҫумĕнче ĕҫлекен «Чемен» халӑх фольклор ансамблĕ сцена ҫине хурлӑхлӑ юрӑсемпе, «Ассорти» ушкӑн хĕрĕсем «Журавли» тата «Смуглянка» ташӑсемпе тухрĕҫ.
🎤 Кÿршĕсем те уявпа саламлама килчĕҫ. Шӑхачри «Умарина» ирҫе халӑх ансамблĕ чуна пырса тивекен вырӑсла юрӑсем шӑрантарчĕ, Юрий Езюков культура ĕҫченĕ те юрлас ӑсталӑхĕпе куракансене савӑнтарчĕ.
🎶 Нумай енлĕ те питĕ кӑмӑллӑ иртрĕ уяв кунĕ. Купӑсҫӑсем те, Николай Стефейкинпа Анатолий Гаврилов, уйрӑммӑн сцена ҫине тухса чӑваш халӑхĕн тата Сĕнтерÿ кĕввисене каласа пачĕҫ. Журавлев Костя сӑвӑ вуларĕ. Алена Волкова виҫĕ ывӑл ҫинчен баллада юрларĕ. ташӑ парнелерĕ. «Ассорти» ушкӑн «Лебедушка» тата «Чӑвашла» ташшӑсемпе халӑх фольклорĕ епле пуян, илемлĕ, чуна ҫывӑххине ҫирĕплетсе пачĕ.
🙏 Хурланмалли те, савӑнмалли те пулчĕ ҫак икĕ сехет хушшинче. Мĕнле лайӑх-ҫке - эпир ĕҫлеме, канма, юрлама, ташлама, атте-анне чĕлхипе ирĕклĕ калаҫма пултаратпӑр. Ҫак мирлĕ пурнӑҫа пирĕншĕн сыхласа хӑваракансене тав тӑвас килет.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 2