🇷🇺 Президиумра Патӑрьел муниципаллӑ округĕн пуҫлӑхĕ Рудольф Селиванов, Патӑрьел муниципаллӑ округĕн Депутатсен пухӑвĕн депутачĕ Владимир Фролов, Аслӑ Чемен территори уйрӑмĕн начальникĕн ĕҫне вӑхӑтлӑх туса пыракан Екатерина Фролова пулчĕҫ.
📜 Екатерина Фролова 2024-мĕш ҫулта мĕнле ĕҫсем туни ҫинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Вĕсен хушшинче чи пысӑккисем: «пуҫаруллӑ бюджетировани» конкурсра хутшӑнма тӑватӑ проект хатĕрлени, Тури Чакӑ кульура ҫуртне уҫни, ҫулсерен иртекен мероприятисене йĕркелени, салтаксене пулӑшу пани, ял-халӑхне тĕрлĕрен документпа тивĕҫтерни.
📣 Аслӑ Чементи вӑтам шкул директоре Адидатова Н.И. ачасен вĕренÿри ҫитĕнĕвĕсем ҫинчен каласа пачĕ. Аслӑ Чемен врач амбулаторийĕнчи процедурӑсен сестри Фролова С.И. чирсенчен сыхланмалли мелсемпе паллаштарчĕ. Пирĕн территори уйрӑмĕпе полицин участковый уполномоченныйĕ Анюров Ф.А. мошенниксем телефонпа шӑнкӑравласа улталани пирки пĕлтерчĕ. Турханти психо-неврологи интарнатĕнче вырнаснӑ пушар хуралĕн начальникĕ Еремеев А.М. пушар хӑрушсӑрлӑхĕ ытларах хамӑртан килнине асӑрхаттарчĕ.
🔨 Ял старостисен ĕҫлеме пуҫланӑранпа пилĕк ҫул ҫитнĕ пирки ҫĕнĕрен суйлав иртрĕ. Тури Чакӑ ял старости ĕҫне туса пыма Иван Никитина хӑйнех суйларĕҫ, Аслӑ Чементе — Денис Никифорова.
❓ Тĕрлĕрен ыйтусем ҫĕкленчĕҫ, пурин ҫине те президиумра ларакансем хурав пачĕҫ.
⚡ Ҫакӑн пек пысӑк йышпа пуҫтарӑнса ял ĕҫĕ-хĕлне сÿтсе-явнӑшӑн Рудольф Васильевич савӑнчĕ, мухтарĕ. Ҫитменлĕхсене те палӑртрĕ. Вĕсем республика самозанятыйсемпе КФХсене паракан пулӑшупа анлӑн уса курманни.
🏆 Юлашкинчен Рудольф Селиванов ҫулталӑк хушшиче лайӑх ĕҫсемпе палӑрнӑ ҫынсене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев