🙍 Комсомольски муниципаллă округри Тугай ялĕнче çак ĕçе тахçанах тума пуçланă. «Хамăрăн ачасем ыйтаççĕ те, мĕнле эпир пулăшмасăр тăрар»,- тет нумай çул хушши вĕрентекен пулса ĕçленĕ, хальхи вăхăтра культура çурчĕн ертÿçи Татьяна Васильевна Тихонова.
☝ Вăл тăрăшнипе ялти хĕрарăмсем ятарлă пĕркевсем, утиялсем çĕлеççĕ. Пĕркевĕ хутлă-хутлă: çиелте - шыв витмен пусма, унтан — ăшша тула кăларман материал, синтепон, подклад.
📢 Вăрçă хирĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак япаласен тепловизортан хÿтĕлес енĕ виçĕ уйăха пырать, ун хыççăн пĕркеве сарса çывăрма тата аманнă салтаксене илсе тухма усă кураççĕ.
👍 Тугай активисчĕсем ĕç йеркине те ăнлантарчĕç, хатĕр лекалосем те пачĕç, кирлĕ материалсене ăçта илме пулнине те каларĕç.
🙏 Пысăк тав сире çакăн пек кирлĕ ĕç тунăшăн! Сирĕп сывлăхпа хавхалану сире яланах пулăшса пыччĕр!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев