ЧĂВАШ ТУМ-ТИРĔ В. Рыбкин . Карталанса шуса пыраççĕ Вăййа тухсассăн çамрăксем. Çут çăлтăрлă, хитре çу каçĕ, Хĕрсен çи-пуçĕ – чăн илем! . Тухья, сурпан та çутă кĕмĕл Илем кÿреç чăваш хĕрне! Ун пичĕ – сар хĕвелĕн хĕмĕ, Курсан – манаймăн ĕмĕрне. . Тытса алран ал çаврăнаççĕ Тухсан хĕрсем сценă çине. Çут тухйисем çиçсе тăраççĕ Ахах-мерчен пек каçхине. . Тухья, сурпан та çутă кĕмĕл Илем кÿреç чăваш хĕрне! Хыр пек яштак ун ÿчĕ-пĕвĕ, Хĕрÿ - хыпсан вут чĕрине. . Кĕрлет-и туй е çимĕк каçĕ – Чăваш тум-тирĕпе пур çын. Юрлаççĕ чăвашла, ташлаççĕ - Чăвашлăх пĕтмĕ-ха, эппин!
ЧĂВАШ ЯЧĔ НИХÇАН АН ÇУХАЛТĂР! Вăрăм Палюк . Аслă халăх эпир, чăвашсем – Авалхи пăлхарсен ачисем. Пирĕн халăх кун-çулĕ мухтавлă, Çак йăха пĕтме памăпăр, паллă! . Чăвашсем, эй, чунпа пĕрлешер! – Хуçăлса пĕтĕпĕр пĕчченшер. Кашниех чăвашла калаçасчĕ, Чĕлхене упраса хăварасчĕ! . Ăслă халăх эпир, чăвашсем – Пит ĕçчен те сăпайлă çынсем. Пĕр чăваш уçлăха та çĕкленнĕ, Паттăр çын сахал мар Чăваш енĕн! . Чăвашсем, эй, чунпа пĕрлешер! – Тымар пĕтĕ хăрса пĕчченшер. Çулран çул йывăç евĕр хунасчĕ, Халăха упраса хăварасчĕ! . Туслă халăх эпир, чăвашсем – Юрă, тĕрĕ, юмах ăстисем. Малалла шанăçпа çеç пăхатпăр, Чăваш ячĕ нихçан ан çухалтăр!
ТУПА* ВăрăмПалюк . Чăваш ятне çÿлте тытма Тăватăп эп тупа. Çак çĕкленÿллĕ туйăма Упратăп хам чунпа! . Çуралнă эп чăваш пулса Çак çутă тĕнчере. Атте-анне килет аса, Вĕсем – ман чĕрере! . Чăваш йăхне мала тăсма Тăватăп эп тупа! Ялан туятăп-çке хама Тăван халăхăмпа. . Çуралнă эп чăваш пулса Çак çутă тĕнчере. Ман ĕмĕт çутă, чун таса, Чăваш тĕнчи – пĕрре! . Мĕн виличчен чăваш пулма Тăватăп эп тупа! Чăвашлăх хаклă чунăма, Пурнатăп çак ятпа. . *Тупа - клятва
КИЛĔР ЧĂВАШ ЕНЕ ХĂНАНА! Вăрăм Палюк . Чăвашлах шухăшлатăп, Чăвашлах калаçатăп. Ку вăл – пирĕн юратнă чĕлхе! Савнă халăхăм – аслă, Чун-чĕреçĕм хаваслă, Чăваш чунĕ вăл – ĕмĕрлĕхе. . Чăвашлах эп ташлатăп, Чăвашлах эп юрлатăп, Юрă-ташă чăвашăн хитре! Унăн – çĕр те пĕр тĕрĕ, Харсăр ывăлĕ-хĕрĕ, Чăваш палăрчĕ пур тĕнчере. . Эй, юратнă ман халăх, Эс пуртан çирĕп халăм, Эп юрлатăп савса сан çинчен. Пур чăваш та – тăван-тăр, Ман чĕлхе аталантăр, Ан çухалтăр чăваш çĕр çинчен! . Чăвашлах юрататăп, Чăвашлах туй тăватăп – Авалхи ентешсен йăлипе. Манăн халăх сăпайлă, Çĕрĕ, шывĕ – сăваплă, Чăваш паттăр ялан ĕçĕпе! . Чăвашлах йышăнатăп, Чăвашлах ăсататăп Хам пата пынă тус-тăвана. Хисепре – пирĕн туслăх, Пурăнар ĕмĕр туслă, Килĕр Чăваш Ене хăнана! . Эй, мухтавлă ман халăх, Эс пуртан çирĕп халăм, Эп юрлатăп савса сан ç
...Ещё
КИЛĔР ЧĂВАШ ЕНЕ ХĂНАНА! Вăрăм Палюк . Чăвашлах шухăшлатăп, Чăвашлах калаçатăп. Ку вăл – пирĕн юратнă чĕлхе! Савнă халăхăм – аслă, Чун-чĕреçĕм хаваслă, Чăваш чунĕ вăл – ĕмĕрлĕхе. . Чăвашлах эп ташлатăп, Чăвашлах эп юрлатăп, Юрă-ташă чăвашăн хитре! Унăн – çĕр те пĕр тĕрĕ, Харсăр ывăлĕ-хĕрĕ, Чăваш палăрчĕ пур тĕнчере. . Эй, юратнă ман халăх, Эс пуртан çирĕп халăм, Эп юрлатăп савса сан çинчен. Пур чăваш та – тăван-тăр, Ман чĕлхе аталантăр, Ан çухалтăр чăваш çĕр çинчен! . Чăвашлах юрататăп, Чăвашлах туй тăватăп – Авалхи ентешсен йăлипе. Манăн халăх сăпайлă, Çĕрĕ, шывĕ – сăваплă, Чăваш паттăр ялан ĕçĕпе! . Чăвашлах йышăнатăп, Чăвашлах ăсататăп Хам пата пынă тус-тăвана. Хисепре – пирĕн туслăх, Пурăнар ĕмĕр туслă, Килĕр Чăваш Ене хăнана! . Эй, мухтавлă ман халăх, Эс пуртан çирĕп халăм, Эп юрлатăп савса сан çинчен. Пур чăваш та – тăван-тăр, Ман чĕлхе аталантăр, Ан çухалтăр чăваш çĕр çинчен!
ЧĂВАШСЕМ – ЭПИР, МУХТАВЛĂ ХАЛĂХ Вăрăм Палюк . Чăвашсем – эпир, мухтавлă халăх, Тăрăшатпăр упрама йăха. Халĕ пирĕн йыш ик мĕльюн майлă, Килнĕ çĕр çине яланлăха! . Чăвашсен ыр ячĕ янăратăр Ĕмĕр-ĕмĕр пĕтĕм тĕнчере! Кашниех пуласчĕ чысла, паттăр, Турă пулăштăр ялан пире. . Чăвашсем – эпир, сăпайлă халăх, Пурăнатпăр туслă авалтан. Пирĕн пур мăнаçлăх, пур малашлăх, Хăнăхман пуçа усма нихçан. . Чăвашсен ыр ячĕ янăратăр Ĕмĕр-ĕмĕр пĕтĕм тĕнчере! Хамăр халăхпа мăнаçланатпăр, Пирĕн чăвашлах тапать чĕре. . Чăвашсем – эпир, хаваслă халăх, Юрататпăр пурте юрлама. Пур-çке юрă-ташă савăнмалăх – Куçнă ĕлĕкрен ламран лама.
МАН ХАЛĂХĂМ, ЭС ĔМĔР ПУРĂН! Вăрăм Палюк . Мĕн чухлĕ терт, хĕн-хур та курнă Ман халăхăм мĕн авалтан?! Кун-çулĕ çăмăл мар ун пулнă, Çапах пĕтмен вăл, çухалман. . Ытарайми юратнă халăх, Сана саватăп чĕререн! Пуçна усмасăр, эс мăнаçлăн Мала утатăн кунсерен. . Мĕн чухлĕ паллă çын, ай, тухнă Пысăках мар Чăваш енрен?! Чăваш ĕçчен, сăпайлă пулнă, Ăс-тăнĕ çивĕч ĕлĕкрен. . Ман халăхăм, юратнă халăх, Çак çĕр çинче те эс пĕрре! Чăвашсене пĕлеççĕ халĕ, Ай, ырăпа çеç тĕнчере. . Мĕн чухлĕ тĕрĕ, ташă, юрă?! Халап-юмах та сахал мар. Ман халăхăм, эс ĕмĕр пурăн, Ан хăртăр пирĕн тĕп тымар!
ЭПИР ПУРТЕ, ПУРТЕ – ЧĂВАШСЕМ Вăрăм Палюк . Сапаланнă пĕтĕм тĕнчипе Ик мĕльюнлă халăх – чăвашсем. Юлнă пĕрисем, çурри, тĕпе, Аякра пурнаççĕ теприсем. . Ай, хисеплĕ, хаклă ентешсем, Пĕр чĕлхе çыхăнтарать пире! Эпир пурте, пурте – чăвашсем, Пурăнатпăр туслă çемьере. . Сапаланнă пĕтĕм тĕнчипе Пирĕн халăх – паттăр та ĕçчен, Кăмăлĕ сăпайлă пулнипе Уйрăлса тăрать ыттисенчен. . Ай, хисеплĕ, хаклă тăвансем, Пĕр йăла-йĕрке упрать пире! Эпир пурте, пурте – чăвашсем, Пирĕн йăх тымарĕ те пĕрре. . Сапаланнă пĕтĕм тĕнчипе Чăваш халăхĕ сĕм авалтан. Ывăл-хĕрĕ ырă чунĕпе, Пур ĕçре те яланах малта.
ЧĂВАШ ТĔНЧИ ПУЯН ТА АСЛĂ Вăрăм Палюк . Чăваш тĕнчи пуян та аслă: Таçта та пурăнать чăваш. Ун кăмăлĕ ялан хаваслă, Калаймăн халь ăна: "йăваш". . Чăвашлăха упрар, туссемĕр, Кирек ăçта та кар тăрса! Вăл пурăнтăр, ай, ĕмĕр-ĕмĕр, Пулар чунпа ялан таса. . Чăваш тĕнчи хитре те анлă: Тирпейлĕ те ĕçчен чăваш. Пур халăхпа утар пĕр танлă, Чăваш чăвашшăн – хурăнташ! . Чăвашлăха упрар, туссемĕр, Кирек ăçта та кар тăрса! Эй, чăвашсем, мана илтсемĕр: Ан усăр нихăçан пуçа! . Чăваш тĕнчи, ай, илĕртÿллĕ: Юрра-ташша ăста чăваш. Ăс-тăнĕ пур, чĕри хĕрÿллĕ, Унпа, юлташăм, эс паллаш!
ЧĔЛХЕ ПУЛСАН ЭПИР ПĔТМЕСТПĔР! Вăрăм Палюк . Чăваш чĕлхи хитре те çепĕç, Унпа ман калаçас килет. Хам чĕлхене саватап эпĕ, Пире вăл савăнăç кÿрет. . Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхемĕр, Ай, янăратăр яланах! Чĕлхе пулсан эпир пĕтместпĕр, Вăл ылтăнран та хаклăрах. . Чăваш чĕлхи пуян, хĕлхемлĕ, Çĕр пин юрри, тĕрри пекех. Чăвашăн чунĕ те хĕвеллĕ, Ан пултăр мĕскĕн вăл текех! . Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхемĕр, Ай, янăратăр яланах! Пĕрлештерет чĕлхе, пĕлсемĕр, Пур халăха: тавах, тавах! . Чăваш чĕлхи çемçе те уçă, Çăл куçĕ пек тăрать тапса. Калаçăр вăтанмасăр, уççăн, Чĕлхемĕрпе мăнаçланса!
УПРАР, ТУССЕМ, ЧĂВАШЛĂХА! Вăрăм Палюк . Пулас ăру пире мĕн калĕ? Упрар, туссем, чăвашлăха! Калаçмасан – чĕлхе çухалĕ Çак çĕр çинчен яланлăха. . Чăваш тĕнчи илемлĕ, аслă, Вăл юлтăр ĕмĕр упранса! Телейлĕ пултăрччĕ пуласлăх, Çакна тăрар кашни шанса. . Ăс-тăн пуян, çăл куç пек тăрă, Упрар, туссем, чăвашлăха! Эпир саланнă тĕнче тăрăх, – Çыхать чĕлхе пур халăха! . Чăваш тĕнчи хĕвеллĕ, аслă, Вăл юлтăр ĕмĕр упранса! Ман халăхăм ĕçчен, хаваслă, Ун чунĕ кăмăллă, таса! . Сире чунтан эп тархаслатăп: Упрар, туссем, чăвашлăха! Йыш хушăнтăр тесен тата та Тăсасчĕ хамăрăн йăха!
АТТЕПЕ АННЕ ЧĔЛХИ ИЛЕМЛĔ Вăрăм Палюк . Аякка пĕрле тухса кайсассăн Калаçар-и, тусăм, чăвашла? Пит хитре чĕхемĕр, уçă саслă, Янăрать вăл çепĕç шăпчăкла. . Аттепе анне чĕлхи илемлĕ, Ку вăл – пирĕн авалхи чĕлхе! Ун кашни сăмахĕ шеп, хĕлхемлĕ, Ытарми чĕлхе – ĕмĕрлĕхе. . Хуть хăçан та иккĕн тĕл пулсассăн Юр юрлар-и, тусăм, чăвашла? Нихăçан та сывламастпăр ассăн Чун юратнă чĕлхене пула. . Аттепе анне чĕлхи хĕвеллĕ, Кувăл - пирĕн чи пуян чĕлхе! Чĕлхене савар, пулар телейлĕ, Вăл упрать-çке пирĕн пĕрлĕхе. . Урамра, ĕçре те – пур çĕрте те Хутшăнар-и, тусăм, чăвашла? Чăвашлах юрла эс Çĕпĕрте те, Мускавра та чăвашлах ташла!
ТĂВАН ЧĔЛХЕ – ЧИ ЛАЙĂХХИ! Вăрăм Палюк . Кашни чĕлхех, паллах, пит çепĕç, Çапах та хамăр чĕлхене Мĕн ачаран саватăп эпĕ – Вăл çывăхрах ман чĕрене! . Ай, мĕн тери вăл илĕртÿллĕ, Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи! Тапать вĕри чĕрем хĕрÿллĕ, Çук хамăр чĕлхерен пахи. . Кашни чĕлхех, паллах, илемлĕ, Çапах тăван чĕлхе кăна Çунат хушать, тăвать телейлĕ – Нихçан та манмăп эп ăна! . Ай, мĕн тери вăл илĕртÿллĕ, Ытарайми чăваш чĕлхи! Юрлатăп эпĕ хĕпĕртÿллĕн, Тăван чĕлхе – чи лайаххи! . Кашни чĕлхех, паллах, янравлă, Çапах та хамăр чĕлхепе Пуплесчĕ уçă шăнкăравлăн Мĕн виличчен пĕр-пĕринпе!
КАЛАÇĂР ТĂВАН ЧĔЛХЕПЕ! Вăрăм Палюк . Чăваш чăвашпа тĕл пулсассăн – Калаçăр тăван чĕлхепе. Калаçăр мăнаçлăн, хавассăн Эсир ĕмĕр пĕр-пĕринпе! . Ман халăх чĕлхи пит илемлĕ: Янравлă та çепĕç чĕлхе! Сăмахĕ, кашни, çут хĕлхемлĕ, Вăл ылтăн пек – ĕмĕрлĕхе. . Нихçан та, туссем, ан вăтанăр – Калаçăр тăван чĕлхепе. Чăваш юррине шăрантарăр Туйра, уявра çĕрĕпе! . Чăвашăн чĕлхи пит илемлĕ: Асамлă та çепĕç чĕлхе! Юрри те, ташши те – хĕвеллĕ: Упраççĕ вĕсем пĕрлĕхе. . Ялта кăна мар, хулара та Калаçăр тăван чĕлхепе. Чăваш туйăмне, ай, вăратăр Калаçнă чух ачасемпе.
ВĂТАНМАСТĂП ЭП ЧĂВАШ ПУЛНИШĔН Вăрăм Палюк . Вăтанмастăп эп чăваш пулнишĕн, Калаçатăп хамăр чĕлхепе. Пĕр мĕльюн ытла ман халăх йышĕ, Туслă пурăнар пĕр-пĕринпе. . Чăвашсем эпир – мухтавлă халăх, Унăн ячĕ сумлă авалтан! Вăл пуçне усмать нихçан та, паллă, Пĕтĕм халăхпа утать пĕр тан. . Кулянмастăп эп чăваш пулнишĕн, Ман чĕлхе – атте-анне чĕлхи. Ай, чăваш пулман нихçан та нишлĕ, Пулнă ун ялан аки-сухи. . Чăвашсем эпир – мухтавлă халăх, Унан ячĕ сумлă авалтан! Пур юрри-ташши ун савăнмалăх, Пур ĕçе те вăл тăвать чунтан. . Мухтанатăп эп чăваш пулнишĕн, Савăнăç, мăнаçлăх – чĕрере. Чăвашсем, тавах эсир пурришĕн, Ĕмĕр-ĕмĕр пулăр тĕнчере!
Эсир наци радио валли çĕнĕ гимн çырмарăр пулĕ те? Унта конкурс уçнăччĕ , камăн юрри лайăхрах - çавна парне кĕтет...Эпĕ сире тÿрех пĕрремĕш вырăн тĕлне тĕллетĕп...
ЭП – ЧĂВАШ! Вăрăм Палюк . Эп чăваш пулнишĕн мухтанатăп, Шухăшлатăп чăвашла кăна. Халăхпа пĕрле эп пурăнатăп, Ырă çеç ялан сунса ăна. . «Эп – чăваш!» тесе калатăп уççăн, Хам кам пулнине ма пытарас? Манăн кăмăл ырă, чунăм уçă: Пуринпе те туслашма хавас. . Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп, Саламлатăп чăвашла кăна. Савнă чĕлхепе мăнаçланатăп, Вăй-хăват кÿрет-çке вăл мана. . «Эп – чăваш!» тесе калатăп уççăн, Хам кам пулнине ма пытарас? Аттепе анне чĕлхи ку, тусăм, Чăвашла çеç эсĕ те калаç! . Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп, Юр юрлатăп чăвашла кăна. Тус-тăвансемпе эп савăнатăп, Хаклă-çке чăвашлăх ман чуна. . 15.05.2014.
ЧĂВАШЛĂХА УПРАР КАШНИ! Вăрăм Палюк . Чăваш саланнă тĕнче тăрăх, Тăван енре – çурри кăна. Мĕльюн ытла çын пулмĕ тăлăх, Тăванлăх вăй парать ăна. . Эс ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн, Ман халăхăм, чăваш çынни! Сана сыхлатăр аслă Турă, Чăвашлăха упрар кашни. . Чăваш саланнă тĕнче тăрăх, Çапах манман хăй чĕлхине. Çемйи ун пысăк, ăсĕ – тăрă, Чăвашăн – пĕр атте-анне. . Эс ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн, Ман халăхăм, чăваш çынни! Янрать мăнаçлăн пирĕн юрă, Ай, пурнăçлантăр мĕн кĕтни. . Чăваш саланнă тĕнче тăрăх, Ун чунĕ вилмĕ ĕмĕрне. Чăваш пулман нихçан та вăрă, Хывать малашлăх кĕперне. . 10.07.2014.
АННЕ ЧĔЛХИ – ЧĂВАШ ЧĔЛХИ Вăрăм Палюк . Тăван чĕлхе кашниншĕн хаклă, Унпа çын кайăк пек çунатлă. Мухтав тăван чĕлхемĕре! Пĕрлештерет-çке вăл пире. . Çĕн ĕмĕр алăкне уçатпăр, Халь чăвашла çеç калаçатпăр. Анне чĕлхи – чăваш чĕлхи – Мĕн пур чăвашшăн чи пахи! . Тăван чĕлхе кашниншĕн хаклă, Эпир унпа пуян, хăватлă. Ан манăр çак чĕлхемĕре, Вăл пирĕншĕн – пĕртен-пĕрре! . Çĕн ĕмĕр алăкне уçатпăр, Халь чăвашла çеç калаçатпăр. Анне чĕлхи, чăваш чĕлхи – Унран мĕн пултăр лайăххи? . Тăван чĕлхе кашниншĕн хаклă, Сăмахĕсем çемçе, сăваплă. Куç пек упрар чĕлхемĕре, Вăл пултăр сывă ĕмĕрех! . 25.04.2015.
Мы используем cookie-файлы, чтобы улучшить сервисы для вас. Если ваш возраст менее 13 лет, настроить cookie-файлы должен ваш законный представитель. Больше информации
Комментарии 52
ЧĂВАШ ЭП ЮНПА ТА, ЧУНПА ТА!
В. Рыбкин
Чăваш эп юнпа та, чунпа та!
Атте те анне –
чăвашсем.
Хама эп телейлĕ туятăп,
Юрлать чăвашла яш чĕрем.
Чăвашăн тĕнчи питĕ аслă!
Чăваш вăл – сăпайлă, ĕçчен.
<
...ЕщёЧĂВАШ ЭП ЮНПА ТА, ЧУНПА ТА!
В. Рыбкин
Чăваш эп юнпа та, чунпа та!
Атте те анне –
чăвашсем.
Хама эп телейлĕ туятăп,
Юрлать чăвашла яш чĕрем.
Чăвашăн тĕнчи питĕ аслă!
Чăваш вăл – сăпайлă, ĕçчен.
Упрантăр тесен пирĕн халăх
Ан писĕр чăваш чĕлхинчен!
Чăваш эп юнпа та, чунпа та!
Саватăп тăван халăха.
Чăваш пулнипе мухтанатăп, –
Çак туйăм вăл маншăн паха!
Чăвашăн тĕнчи питĕ аслă!
Чăваш вăл – сăпайлă, ĕçчен.
Ан сÿнтĕр тесе çут малашлăх
Юрлатăп чăвашлăх çинчен!
Чăваш эп юнпа та, чунпа та!
Тутар, вырăс – манăн туссем.
Пурне те эп ырă сунатăп
Сире, тăвансем - чăвашсем!
ЧĂВАШ ПУЛНИШĔН АН ВĂТАНĂР!
В.Рыбкин
Чăваш пулнишĕн ан вăтанăр,
Калаçăр аннĕр чĕлхипе.
Тăван чĕлхе ачаш та капăр,
Вăл ĕмĕр пулĕ пирĕнпе!
Мухтавлă, чыслă халăх пирĕн,
Чĕлхи те янăравлă ун.
Асрах атте-аннен ыр пилĕ,
</b...ЕщёЧĂВАШ ПУЛНИШĔН АН ВĂТАНĂР!
В.Рыбкин
Чăваш пулнишĕн ан вăтанăр,
Калаçăр аннĕр чĕлхипе.
Тăван чĕлхе ачаш та капăр,
Вăл ĕмĕр пулĕ пирĕнпе!
Мухтавлă, чыслă халăх пирĕн,
Чĕлхи те янăравлă ун.
Асрах атте-аннен ыр пилĕ,
Тăван енре, ай, çутă кун!
Чăваш пулнишĕн мăнăçланăр,
Чăваш чун-чĕрепе пуян.
Тăван юрра-кĕвве ан манăр,
Ялан янратăр вăл ян-ян!
Мухавлă, чыслă халăх пирĕн,
Чĕлхи те çепĕç, чаплă ун.
Асрах атте-аннен тĕп килĕ,
Ай, чăвашлах юрлать-çке чун.
Чăваш пулнишĕн ан вăтанăр,
Йăх тăсăлтăр ачасенче.
Чăвашлăх тымарне ан татăр,
Чĕлхесĕр сÿнĕ çут тĕнче!
ХАМĂРА УПРАСА ХĂВАРАСЧĔ!
В. Рыбкин
Тĕрĕксен çемйинчен – пирĕн халăх,
Куçса килнĕ кунта Тухăçран.
Ун кун-çулĕ пуян та мухтавлă
Пит сăпайлă, ĕçчен пулнăран.
Хамăра упраса хăварасчĕ,
Пĕрлешсе пурте пĕр чăмăра!</
...ЕщёХАМĂРА УПРАСА ХĂВАРАСЧĔ!
В. Рыбкин
Тĕрĕксен çемйинчен – пирĕн халăх,
Куçса килнĕ кунта Тухăçран.
Ун кун-çулĕ пуян та мухтавлă
Пит сăпайлă, ĕçчен пулнăран.
Хамăра упраса хăварасчĕ,
Пĕрлешсе пурте пĕр чăмăра!
Унсăрăн çĕр çинчен чăваш ячĕ
Пач çухалĕ çитес вăхăтра.
Тĕнче тăрăх саланнă ман халăх,
Пурăнать хулара та ялта.
Пур юрри те ташши – савăнмалăх,
Ĕçĕпе пуринчен те малта!
Хамăра упраса хăварасчĕ,
Пĕрлешсе пурте пĕр чăмăра!
Чăвашсен ÿстĕр йышĕ-ăрачĕ,
Парас марччĕ пĕтме хамăра!
Мĕльюн çурă ытла – ку сахал-и
Е нумай чăваш халăхĕшĕн?
Çултан çул чаксан халăх çухалĕ –
Тăрăшар ун пуласлăхĕшĕн!
ЧĔЛХЕ ПĔТСЕН – ХАЛĂХ ПĔТЕТ
В. Рыбкин
Ялан, хуть ăçта эп кайсан та,
Тунмастăп чăваш пулнине.
Аннеçĕм манпа мăнаçлантăр:
Эп манмăп ăру чĕлхине!
Чĕлхе – пирĕн халăх çуначĕ,<
...ЕщёЧĔЛХЕ ПĔТСЕН – ХАЛĂХ ПĔТЕТ
В. Рыбкин
Ялан, хуть ăçта эп кайсан та,
Тунмастăп чăваш пулнине.
Аннеçĕм манпа мăнаçлантăр:
Эп манмăп ăру чĕлхине!
Чĕлхе – пирĕн халăх çуначĕ,
Çунатсăр чарлан та вилет.
Çакна, чăвашсем, манас марччĕ:
Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет!
Мускав,Чул хула, Чĕмпĕр, Питĕр... –
Пулатăп час-час эрнипех.
Унта тус-тăван йышлă питĕ,
Пуплетпĕр тăван чĕлхепех.
Чĕлхе – пирĕн халăх çуначĕ,
Çунатсăр чарлан та вилет.
Янратăр чăвашăн ыр ячĕ,
Чĕлхе пире пĕрлештерет!
«Чăваш чĕлхи çепĕç, илемлĕ!» –
Ырлаççĕ ăна ыттисем.
Чăваш пулнипе эп телейлĕ,
Чăваш ячĕпех эп вилем!
АН ПИС ТĂВАН ХАЛĂХУНТАН!
В. Рыбкин
.
Пит çепĕç-çке чăваш пуплевĕ,
Юрри те ун – çĕр пин ытла.
Янрать чĕлхем çăл куçĕ евĕр,
Юрлатпăр пурте чăвашла.
.
Юрри, тĕрри, халапĕ пирĕн
Пит йышлă пулнă авалтан.</
...ЕщёАН ПИС ТĂВАН ХАЛĂХУНТАН!
В. Рыбкин
.
Пит çепĕç-çке чăваш пуплевĕ,
Юрри те ун – çĕр пин ытла.
Янрать чĕлхем çăл куçĕ евĕр,
Юрлатпăр пурте чăвашла.
.
Юрри, тĕрри, халапĕ пирĕн
Пит йышлă пулнă авалтан.
Пуянлансах çак пурлăх пырĕ, –
Йăлтах килет ку хамăртан!
.
Çĕр пин ытла чăваш тĕрри те:
Кашни – асамлă та хитре.
Çак илеме мĕскер-ши çитĕ?
Ахах пек вăл – ялти пÿртре.
.
Юрри, тĕрри, халапĕ пирĕн
Пит йышлă пулнă авалтан.
Асрах атте-аннемĕр пилĕ:
«Ан пис тăван халăхунтан!»
.
Çĕр пин ытла чăваш халапĕ,
Чăваш кун-çулĕ – вĕсенче.
Халап-юмах вăл – халăх чапĕ,
Унпа хаклать ăна тĕнче.
КАЛАÇАСЧĔ ЧĂВАШЛАХ
В. Рыбкин
.
Аннерен çуралнă эпĕ
Чунăмпа чăваш пулса.
Чĕлхене хыт хисеплетĕп,
Калаçатăп пит таса.
.
Эс миçе чĕлхе пĕлетĕн,
...ЕщёКАЛАÇАСЧĔ ЧĂВАШЛАХ
В. Рыбкин
.
Аннерен çуралнă эпĕ
Чунăмпа чăваш пулса.
Чĕлхене хыт хисеплетĕп,
Калаçатăп пит таса.
.
Эс миçе чĕлхе пĕлетĕн,
Çавăн чухлĕ пуянрах!
Пур чĕлхе те лайăх, тетĕп,
Пур пĕр хамăрăн – юнрах.
.
Пурăнатăп халĕ эпĕ
Тĕрлĕ халăх хушшинче.
Вырăсла аван пĕлетĕп,
Тутарла пуплет пичче.
.
Эс миçе чĕлхе пĕлетĕн,
Çавăн чухлĕ пуянрах!
Чăвашпа чăваш, сĕнетĕп,
Калаçасчĕ чăвашлах!
.
Ачасем ман вĕренеççĕ
Калаçма акăлчанла.
Виç чĕлхе пĕлсессĕн эсĕ
Кайăн хăвăрт малалла!
ЧĂВАШ ТУМ-ТИРĔ
В. Рыбкин
.
Карталанса шуса пыраççĕ
Вăййа тухсассăн çамрăксем.
Çут çăлтăрлă, хитре çу каçĕ,
Хĕрсен çи-пуçĕ – чăн илем!
.
Тухья, сурпан та çутă кĕмĕл
Илем кÿреç чăваш хĕрне!
Ун пичĕ – сар хĕвелĕн хĕмĕ,
Курсан – манаймăн ĕмĕрне.
.
Тытса алран ал çаврăнаççĕ
Тухсан хĕрсем сценă çине.
Çут тухйисем çиçсе тăраççĕ
Ахах-мерчен пек каçхине.
.
Тухья, сурпан та çутă кĕмĕл
Илем кÿреç чăваш хĕрне!
Хыр пек яштак ун ÿчĕ-пĕвĕ,
Хĕрÿ - хыпсан вут чĕрине.
.
Кĕрлет-и туй е çимĕк каçĕ –
Чăваш тум-тирĕпе пур çын.
Юрлаççĕ чăвашла, ташлаççĕ -
Чăвашлăх пĕтмĕ-ха, эппин!
ЧĂВАШ ЯЧĔ НИХÇАН АН ÇУХАЛТĂР!
Вăрăм Палюк
.
Аслă халăх эпир, чăвашсем –
Авалхи пăлхарсен ачисем.
Пирĕн халăх кун-çулĕ мухтавлă,
Çак йăха пĕтме памăпăр, паллă!
.
Чăвашсем, эй, чунпа пĕрлешер! –
Хуçăлса пĕтĕпĕр пĕчченшер.
Кашниех чăвашла калаçасчĕ,
Чĕлхене упраса хăварасчĕ!
.
Ăслă халăх эпир, чăвашсем –
Пит ĕçчен те сăпайлă çынсем.
Пĕр чăваш уçлăха та çĕкленнĕ,
Паттăр çын сахал мар Чăваш енĕн!
.
Чăвашсем, эй, чунпа пĕрлешер! –
Тымар пĕтĕ хăрса пĕчченшер.
Çулран çул йывăç евĕр хунасчĕ,
Халăха упраса хăварасчĕ!
.
Туслă халăх эпир, чăвашсем –
Юрă, тĕрĕ, юмах ăстисем.
Малалла шанăçпа çеç пăхатпăр,
Чăваш ячĕ нихçан ан çухалтăр!
ТУПА*
ВăрăмПалюк
.
Чăваш ятне çÿлте тытма
Тăватăп эп тупа.
Çак çĕкленÿллĕ туйăма
Упратăп хам чунпа!
.
Çуралнă эп чăваш пулса
Çак çутă тĕнчере.
Атте-анне килет аса,
Вĕсем – ман чĕрере!
.
Чăваш йăхне мала тăсма
Тăватăп эп тупа!
Ялан туятăп-çке хама
Тăван халăхăмпа.
.
Çуралнă эп чăваш пулса
Çак çутă тĕнчере.
Ман ĕмĕт çутă, чун таса,
Чăваш тĕнчи – пĕрре!
.
Мĕн виличчен чăваш пулма
Тăватăп эп тупа!
Чăвашлăх хаклă чунăма,
Пурнатăп çак ятпа.
.
*Тупа - клятва
КИЛĔР ЧĂВАШ ЕНЕ ХĂНАНА!
...ЕщёВăрăм Палюк
.
Чăвашлах шухăшлатăп,
Чăвашлах калаçатăп.
Ку вăл – пирĕн юратнă чĕлхе!
Савнă халăхăм – аслă,
Чун-чĕреçĕм хаваслă,
Чăваш чунĕ вăл – ĕмĕрлĕхе.
.
Чăвашлах эп ташлатăп,
Чăвашлах эп юрлатăп,
Юрă-ташă чăвашăн хитре!
Унăн – çĕр те пĕр тĕрĕ,
Харсăр ывăлĕ-хĕрĕ,
Чăваш палăрчĕ пур тĕнчере.
.
Эй, юратнă ман халăх,
Эс пуртан çирĕп халăм,
Эп юрлатăп савса сан çинчен.
Пур чăваш та – тăван-тăр,
Ман чĕлхе аталантăр,
Ан çухалтăр чăваш çĕр çинчен!
.
Чăвашлах юрататăп,
Чăвашлах туй тăватăп –
Авалхи ентешсен йăлипе.
Манăн халăх сăпайлă,
Çĕрĕ, шывĕ – сăваплă,
Чăваш паттăр ялан ĕçĕпе!
.
Чăвашлах йышăнатăп,
Чăвашлах ăсататăп
Хам пата пынă тус-тăвана.
Хисепре – пирĕн туслăх,
Пурăнар ĕмĕр туслă,
Килĕр Чăваш Ене хăнана!
.
Эй, мухтавлă ман халăх,
Эс пуртан çирĕп халăм,
Эп юрлатăп савса сан ç
КИЛĔР ЧĂВАШ ЕНЕ ХĂНАНА!
Вăрăм Палюк
.
Чăвашлах шухăшлатăп,
Чăвашлах калаçатăп.
Ку вăл – пирĕн юратнă чĕлхе!
Савнă халăхăм – аслă,
Чун-чĕреçĕм хаваслă,
Чăваш чунĕ вăл – ĕмĕрлĕхе.
.
Чăвашлах эп ташлатăп,
Чăвашлах эп юрлатăп,
Юрă-ташă чăвашăн хитре!
Унăн – çĕр те пĕр тĕрĕ,
Харсăр ывăлĕ-хĕрĕ,
Чăваш палăрчĕ пур тĕнчере.
.
Эй, юратнă ман халăх,
Эс пуртан çирĕп халăм,
Эп юрлатăп савса сан çинчен.
Пур чăваш та – тăван-тăр,
Ман чĕлхе аталантăр,
Ан çухалтăр чăваш çĕр çинчен!
.
Чăвашлах юрататăп,
Чăвашлах туй тăватăп –
Авалхи ентешсен йăлипе.
Манăн халăх сăпайлă,
Çĕрĕ, шывĕ – сăваплă,
Чăваш паттăр ялан ĕçĕпе!
.
Чăвашлах йышăнатăп,
Чăвашлах ăсататăп
Хам пата пынă тус-тăвана.
Хисепре – пирĕн туслăх,
Пурăнар ĕмĕр туслă,
Килĕр Чăваш Ене хăнана!
.
Эй, мухтавлă ман халăх,
Эс пуртан çирĕп халăм,
Эп юрлатăп савса сан çинчен.
Пур чăваш та – тăван-тăр,
Ман чĕлхе аталантăр,
Ан çухалтăр чăваш çĕр çинчен!
ЧĂВАШСЕМ – ЭПИР, МУХТАВЛĂ ХАЛĂХ
Вăрăм Палюк
.
Чăвашсем – эпир, мухтавлă халăх,
Тăрăшатпăр упрама йăха.
Халĕ пирĕн йыш ик мĕльюн майлă,
Килнĕ çĕр çине яланлăха!
.
Чăвашсен ыр ячĕ янăратăр
Ĕмĕр-ĕмĕр пĕтĕм тĕнчере!
Кашниех пуласчĕ чысла, паттăр,
Турă пулăштăр ялан пире.
.
Чăвашсем – эпир, сăпайлă халăх,
Пурăнатпăр туслă авалтан.
Пирĕн пур мăнаçлăх, пур малашлăх,
Хăнăхман пуçа усма нихçан.
.
Чăвашсен ыр ячĕ янăратăр
Ĕмĕр-ĕмĕр пĕтĕм тĕнчере!
Хамăр халăхпа мăнаçланатпăр,
Пирĕн чăвашлах тапать чĕре.
.
Чăвашсем – эпир, хаваслă халăх,
Юрататпăр пурте юрлама.
Пур-çке юрă-ташă савăнмалăх –
Куçнă ĕлĕкрен ламран лама.
МАН ХАЛĂХĂМ, ЭС ĔМĔР ПУРĂН!
Вăрăм Палюк
.
Мĕн чухлĕ терт, хĕн-хур та курнă
Ман халăхăм мĕн авалтан?!
Кун-çулĕ çăмăл мар ун пулнă,
Çапах пĕтмен вăл, çухалман.
.
Ытарайми юратнă халăх,
Сана саватăп чĕререн!
Пуçна усмасăр, эс мăнаçлăн
Мала утатăн кунсерен.
.
Мĕн чухлĕ паллă çын, ай, тухнă
Пысăках мар Чăваш енрен?!
Чăваш ĕçчен, сăпайлă пулнă,
Ăс-тăнĕ çивĕч ĕлĕкрен.
.
Ман халăхăм, юратнă халăх,
Çак çĕр çинче те эс пĕрре!
Чăвашсене пĕлеççĕ халĕ,
Ай, ырăпа çеç тĕнчере.
.
Мĕн чухлĕ тĕрĕ, ташă, юрă?!
Халап-юмах та сахал мар.
Ман халăхăм, эс ĕмĕр пурăн,
Ан хăртăр пирĕн тĕп тымар!
ЭПИР ПУРТЕ, ПУРТЕ – ЧĂВАШСЕМ
Вăрăм Палюк
.
Сапаланнă пĕтĕм тĕнчипе
Ик мĕльюнлă халăх – чăвашсем.
Юлнă пĕрисем, çурри, тĕпе,
Аякра пурнаççĕ теприсем.
.
Ай, хисеплĕ, хаклă ентешсем,
Пĕр чĕлхе çыхăнтарать пире!
Эпир пурте, пурте – чăвашсем,
Пурăнатпăр туслă çемьере.
.
Сапаланнă пĕтĕм тĕнчипе
Пирĕн халăх – паттăр та ĕçчен,
Кăмăлĕ сăпайлă пулнипе
Уйрăлса тăрать ыттисенчен.
.
Ай, хисеплĕ, хаклă тăвансем,
Пĕр йăла-йĕрке упрать пире!
Эпир пурте, пурте – чăвашсем,
Пирĕн йăх тымарĕ те пĕрре.
.
Сапаланнă пĕтĕм тĕнчипе
Чăваш халăхĕ сĕм авалтан.
Ывăл-хĕрĕ ырă чунĕпе,
Пур ĕçре те яланах малта.
ЧĂВАШ ТĔНЧИ ПУЯН ТА АСЛĂ
Вăрăм Палюк
.
Чăваш тĕнчи пуян та аслă:
Таçта та пурăнать чăваш.
Ун кăмăлĕ ялан хаваслă,
Калаймăн халь ăна: "йăваш".
.
Чăвашлăха упрар, туссемĕр,
Кирек ăçта та кар тăрса!
Вăл пурăнтăр, ай, ĕмĕр-ĕмĕр,
Пулар чунпа ялан таса.
.
Чăваш тĕнчи хитре те анлă:
Тирпейлĕ те ĕçчен чăваш.
Пур халăхпа утар пĕр танлă,
Чăваш чăвашшăн – хурăнташ!
.
Чăвашлăха упрар, туссемĕр,
Кирек ăçта та кар тăрса!
Эй, чăвашсем, мана илтсемĕр:
Ан усăр нихăçан пуçа!
.
Чăваш тĕнчи, ай, илĕртÿллĕ:
Юрра-ташша ăста чăваш.
Ăс-тăнĕ пур, чĕри хĕрÿллĕ,
Унпа, юлташăм, эс паллаш!
ЧĔЛХЕ ПУЛСАН ЭПИР ПĔТМЕСТПĔР!
Вăрăм Палюк
.
Чăваш чĕлхи хитре те çепĕç,
Унпа ман калаçас килет.
Хам чĕлхене саватап эпĕ,
Пире вăл савăнăç кÿрет.
.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхемĕр,
Ай, янăратăр яланах!
Чĕлхе пулсан эпир пĕтместпĕр,
Вăл ылтăнран та хаклăрах.
.
Чăваш чĕлхи пуян, хĕлхемлĕ,
Çĕр пин юрри, тĕрри пекех.
Чăвашăн чунĕ те хĕвеллĕ,
Ан пултăр мĕскĕн вăл текех!
.
Чăваш чĕлхи – тăван чĕлхемĕр,
Ай, янăратăр яланах!
Пĕрлештерет чĕлхе, пĕлсемĕр,
Пур халăха: тавах, тавах!
.
Чăваш чĕлхи çемçе те уçă,
Çăл куçĕ пек тăрать тапса.
Калаçăр вăтанмасăр, уççăн,
Чĕлхемĕрпе мăнаçланса!
УПРАР, ТУССЕМ, ЧĂВАШЛĂХА!
Вăрăм Палюк
.
Пулас ăру пире мĕн калĕ?
Упрар, туссем, чăвашлăха!
Калаçмасан – чĕлхе çухалĕ
Çак çĕр çинчен яланлăха.
.
Чăваш тĕнчи илемлĕ, аслă,
Вăл юлтăр ĕмĕр упранса!
Телейлĕ пултăрччĕ пуласлăх,
Çакна тăрар кашни шанса.
.
Ăс-тăн пуян, çăл куç пек тăрă,
Упрар, туссем, чăвашлăха!
Эпир саланнă тĕнче тăрăх, –
Çыхать чĕлхе пур халăха!
.
Чăваш тĕнчи хĕвеллĕ, аслă,
Вăл юлтăр ĕмĕр упранса!
Ман халăхăм ĕçчен, хаваслă,
Ун чунĕ кăмăллă, таса!
.
Сире чунтан эп тархаслатăп:
Упрар, туссем, чăвашлăха!
Йыш хушăнтăр тесен тата та
Тăсасчĕ хамăрăн йăха!
АТТЕПЕ АННЕ ЧĔЛХИ ИЛЕМЛĔ
Вăрăм Палюк
.
Аякка пĕрле тухса кайсассăн
Калаçар-и, тусăм, чăвашла?
Пит хитре чĕхемĕр, уçă саслă,
Янăрать вăл çепĕç шăпчăкла.
.
Аттепе анне чĕлхи илемлĕ,
Ку вăл – пирĕн авалхи чĕлхе!
Ун кашни сăмахĕ шеп, хĕлхемлĕ,
Ытарми чĕлхе – ĕмĕрлĕхе.
.
Хуть хăçан та иккĕн тĕл пулсассăн
Юр юрлар-и, тусăм, чăвашла?
Нихăçан та сывламастпăр ассăн
Чун юратнă чĕлхене пула.
.
Аттепе анне чĕлхи хĕвеллĕ,
Кувăл - пирĕн чи пуян чĕлхе!
Чĕлхене савар, пулар телейлĕ,
Вăл упрать-çке пирĕн пĕрлĕхе.
.
Урамра, ĕçре те – пур çĕрте те
Хутшăнар-и, тусăм, чăвашла?
Чăвашлах юрла эс Çĕпĕрте те,
Мускавра та чăвашлах ташла!
ТĂВАН ЧĔЛХЕ – ЧИ ЛАЙĂХХИ!
Вăрăм Палюк
.
Кашни чĕлхех, паллах, пит çепĕç,
Çапах та хамăр чĕлхене
Мĕн ачаран саватăп эпĕ –
Вăл çывăхрах ман чĕрене!
.
Ай, мĕн тери вăл илĕртÿллĕ,
Тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи!
Тапать вĕри чĕрем хĕрÿллĕ,
Çук хамăр чĕлхерен пахи.
.
Кашни чĕлхех, паллах, илемлĕ,
Çапах тăван чĕлхе кăна
Çунат хушать, тăвать телейлĕ –
Нихçан та манмăп эп ăна!
.
Ай, мĕн тери вăл илĕртÿллĕ,
Ытарайми чăваш чĕлхи!
Юрлатăп эпĕ хĕпĕртÿллĕн,
Тăван чĕлхе – чи лайаххи!
.
Кашни чĕлхех, паллах, янравлă,
Çапах та хамăр чĕлхепе
Пуплесчĕ уçă шăнкăравлăн
Мĕн виличчен пĕр-пĕринпе!
КАЛАÇĂР ТĂВАН ЧĔЛХЕПЕ!
Вăрăм Палюк
.
Чăваш чăвашпа тĕл пулсассăн –
Калаçăр тăван чĕлхепе.
Калаçăр мăнаçлăн, хавассăн
Эсир ĕмĕр пĕр-пĕринпе!
.
Ман халăх чĕлхи пит илемлĕ:
Янравлă та çепĕç чĕлхе!
Сăмахĕ, кашни, çут хĕлхемлĕ,
Вăл ылтăн пек – ĕмĕрлĕхе.
.
Нихçан та, туссем, ан вăтанăр –
Калаçăр тăван чĕлхепе.
Чăваш юррине шăрантарăр
Туйра, уявра çĕрĕпе!
.
Чăвашăн чĕлхи пит илемлĕ:
Асамлă та çепĕç чĕлхе!
Юрри те, ташши те – хĕвеллĕ:
Упраççĕ вĕсем пĕрлĕхе.
.
Ялта кăна мар, хулара та
Калаçăр тăван чĕлхепе.
Чăваш туйăмне, ай, вăратăр
Калаçнă чух ачасемпе.
ВĂТАНМАСТĂП ЭП ЧĂВАШ ПУЛНИШĔН
Вăрăм Палюк
.
Вăтанмастăп эп чăваш пулнишĕн,
Калаçатăп хамăр чĕлхепе.
Пĕр мĕльюн ытла ман халăх йышĕ,
Туслă пурăнар пĕр-пĕринпе.
.
Чăвашсем эпир – мухтавлă халăх,
Унăн ячĕ сумлă авалтан!
Вăл пуçне усмать нихçан та, паллă,
Пĕтĕм халăхпа утать пĕр тан.
.
Кулянмастăп эп чăваш пулнишĕн,
Ман чĕлхе – атте-анне чĕлхи.
Ай, чăваш пулман нихçан та нишлĕ,
Пулнă ун ялан аки-сухи.
.
Чăвашсем эпир – мухтавлă халăх,
Унан ячĕ сумлă авалтан!
Пур юрри-ташши ун савăнмалăх,
Пур ĕçе те вăл тăвать чунтан.
.
Мухтанатăп эп чăваш пулнишĕн,
Савăнăç, мăнаçлăх – чĕрере.
Чăвашсем, тавах эсир пурришĕн,
Ĕмĕр-ĕмĕр пулăр тĕнчере!
КУ ВĂЛ МАНĂН ЮРАТНĂ ЧĔЛХЕ!
Вăрăм Палюк
.Ачаран чăвашла калаçатăп,
Ĕмĕр манмăп тăван чĕлхене.
Ăс кÿрет çак чĕлхе ман пуçа та,
Çу пекех семçетсе чĕрене.
.ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Ай, илемлĕ, янравлă та çепĕç –
Ку вăл манăн юратнă чĕлхе!
Чăваш халăхăн ывăлĕ – эпĕ,
Çак чĕлхе маншăн – ĕмĕрлĕхе.
.Ай, илемлĕ, янравлă та çепĕç –
Ку вăл манăн сăваплă чĕлхе!
Чăвашлах калаçса вилĕп эпĕ,
Чĕлхене, тусăм, эс ан тирке!
.Ытларах чăвашла эп юрла
...ЕщёКУ ВĂЛ МАНĂН ЮРАТНĂ ЧĔЛХЕ!
Вăрăм Палюк
.Ачаран чăвашла калаçатăп,
Ĕмĕр манмăп тăван чĕлхене.
Ăс кÿрет çак чĕлхе ман пуçа та,
Çу пекех семçетсе чĕрене.
.ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Ай, илемлĕ, янравлă та çепĕç –
Ку вăл манăн юратнă чĕлхе!
Чăваш халăхăн ывăлĕ – эпĕ,
Çак чĕлхе маншăн – ĕмĕрлĕхе.
.Ай, илемлĕ, янравлă та çепĕç –
Ку вăл манăн сăваплă чĕлхе!
Чăвашлах калаçса вилĕп эпĕ,
Чĕлхене, тусăм, эс ан тирке!
.Ытларах чăвашла эп юрлатăп,
Пуç тайса ытарми чĕлхене.
Илĕртÿллĕ чĕлхемĕр ытла та!
Пурăнма вăй хушать кашнине.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.Ташласа такмакне те калатăп,
Юратса хам анне чĕлхине.
Ыр сунатăп сире, ыталатăп
Чăвашлах – хамăн ентешсене.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.11.01.2014.
ЧĂВАШСЕМ ЭПИР!
Вăрăм Палюк
.Чăвашсем эпир, иккĕн тĕл пулсан,
Калаçар чунтан тăван чĕлхепе.
Атте-аннене хисеплер ялан,
Ай, мăнаçланар Чăваш енĕпе!
.ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Хаклă тăвансем, чăваш чĕлхине
Куç пекех упрар ачасем валли.
Хамăрăн чĕлхе çывăх чĕрене:
Вăл чи çепĕççи, вăл чи илемли!
.Хаклă тăвансем, чăваш чĕлхине
Куç пекех упрар ачасем валли.
Пулăштăр Турри, ай, чăвашсене,
Пултăр чун таса, кăмăлĕ – тулли!
.Чăвашсем эпир, пухăнсан пĕрле,
Юрă шăратар тăван чĕлхепе.
Хăвăн халăхна ĕмĕр хисепле,
Туслă пурăнар ытти çынсемпе!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.Чăвашсем эпир, тĕрлĕ уявра</s
...ЕщёЧĂВАШСЕМ ЭПИР!
Вăрăм Палюк
.Чăвашсем эпир, иккĕн тĕл пулсан,
Калаçар чунтан тăван чĕлхепе.
Атте-аннене хисеплер ялан,
Ай, мăнаçланар Чăваш енĕпе!
.ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Хаклă тăвансем, чăваш чĕлхине
Куç пекех упрар ачасем валли.
Хамăрăн чĕлхе çывăх чĕрене:
Вăл чи çепĕççи, вăл чи илемли!
.Хаклă тăвансем, чăваш чĕлхине
Куç пекех упрар ачасем валли.
Пулăштăр Турри, ай, чăвашсене,
Пултăр чун таса, кăмăлĕ – тулли!
.Чăвашсем эпир, пухăнсан пĕрле,
Юрă шăратар тăван чĕлхепе.
Хăвăн халăхна ĕмĕр хисепле,
Туслă пурăнар ытти çынсемпе!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.Чăвашсем эпир, тĕрлĕ уявра
Тăрс! сиксе ташлар тăван кĕвĕпе.
Наци туйăмĕ пултăр вăл чунра,
Савăнатăп эп чăваш пулнипе!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.13.01.2014.
ХĂВ ЧĂВАШ ПУЛНИНЕ ЭС АН МАН!
Вăрăм Палюк
.Çамрăк чух та, ÿссе çитĕнсен те,
Хăв ЧĂВАШ пулнине эс ан ман!
Темĕнле йывăр вăхăт çитсен те,
Нихăçан та ЧĂВАШ пуç усман.
.ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Савăн, тусăм, ЧĂВАШ эс пулнишĕн,
Эпир аслă пăлхар йăхĕнчен!
Пулас марччĕ хăравçă та нишлĕ,
Писес марччĕ анне чĕлхинчен.
.Савăн, тусăм, ЧăВАШ эс пулнишĕн,
Эпир аслă пăлхар йăхĕнчен!
Мухтанатăп кунта çуралнишĕн,
Эп кунтах пурăнăп виличчен.
.Хуть ăçта пурăнсан та, тăванăм,
Хăв ЧĂВАШ пулнине эс ан ман!
Юнăм çеç-и, ЧĂВАШ чунĕ манăн,
Çакăншăн нихăçан кулянман.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.<s sfa
...ЕщёХĂВ ЧĂВАШ ПУЛНИНЕ ЭС АН МАН!
Вăрăм Палюк
.Çамрăк чух та, ÿссе çитĕнсен те,
Хăв ЧĂВАШ пулнине эс ан ман!
Темĕнле йывăр вăхăт çитсен те,
Нихăçан та ЧĂВАШ пуç усман.
.ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ:
Савăн, тусăм, ЧĂВАШ эс пулнишĕн,
Эпир аслă пăлхар йăхĕнчен!
Пулас марччĕ хăравçă та нишлĕ,
Писес марччĕ анне чĕлхинчен.
.Савăн, тусăм, ЧăВАШ эс пулнишĕн,
Эпир аслă пăлхар йăхĕнчен!
Мухтанатăп кунта çуралнишĕн,
Эп кунтах пурăнăп виличчен.
.Хуть ăçта пурăнсан та, тăванăм,
Хăв ЧĂВАШ пулнине эс ан ман!
Юнăм çеç-и, ЧĂВАШ чунĕ манăн,
Çакăншăн нихăçан кулянман.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.Хăш çĕрте кам пулса ĕçлесен те,
Хăв ЧĂВАШ пулнине эс ан ман!
Пирĕн халăхăн ячĕ çĕклентĕр,
ЧĂВАШСЕМ... çухалма... çуралман!!!
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ.
.16.01.2014.
ÇУРАЛНĂ ЭП ЧĂВАШ ПУЛСА
Вăрăм Палюк
.Çуралнă эп чăваш пулса,
Ун ячĕпе мăнаçланатăп.
Чăваш ĕçчен, чунпа таса,
Сире эп ырă çеç сунатăп!
.Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи:
Мĕн ачаран ăна саватăп.
Чĕлхемĕр пирĕн – авалхи,
Çыратăп чăвашлах сăвва та.
.Çуралнă эп чăваш пулса,
Чăваш ятне нихçан та ямăп.
Çитет ман халăхран кулса!
Кÿрентерме ăна эп памăп.
.Чăваш чĕлхи – атте чĕлхи:
Пит çепĕç те чипер ытла та!
Çук хамăр чĕлхерен пахи,
Ай, чăвашлах эп шухăшлатăп.</b
...ЕщёÇУРАЛНĂ ЭП ЧĂВАШ ПУЛСА
Вăрăм Палюк
.Çуралнă эп чăваш пулса,
Ун ячĕпе мăнаçланатăп.
Чăваш ĕçчен, чунпа таса,
Сире эп ырă çеç сунатăп!
.Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи:
Мĕн ачаран ăна саватăп.
Чĕлхемĕр пирĕн – авалхи,
Çыратăп чăвашлах сăвва та.
.Çуралнă эп чăваш пулса,
Чăваш ятне нихçан та ямăп.
Çитет ман халăхран кулса!
Кÿрентерме ăна эп памăп.
.Чăваш чĕлхи – атте чĕлхи:
Пит çепĕç те чипер ытла та!
Çук хамăр чĕлхерен пахи,
Ай, чăвашлах эп шухăшлатăп.
.Çуралнă эп чăваш пулса,
Чăваш пулсах çĕре те кĕрĕп.
Чуна уçатăп юрласа,
Чĕрем юратупа çес хĕрĕ!
.16.01.2014.
НАЦИ РАДИОВĔПЕ ТУСЛĂ ПУЛĂР ЯЛАНАХ!
Вăрăм Палюк
.
Наци радиовĕпе
Вăранатпăр ир-ирех.
Калаçать вăл кунĕпе,
Ăнăçу сунса пире.
.
Наци радиовĕпе
Туслă пулăр яланах!
Паллашсан хыпарсемпе
Пурнăçран юлмастпăрах.
.
Наци радиовĕпе
Ĕç тума та пит аван.
Юрă-кĕвĕ çĕрĕпе
Итлесе хыт савăнан.
.
Наци радиовĕпе
Туслă пулăр яланах!
Ăна итлĕр тĕнчипех –
Хаклă-çке тăван сăмах.
.
Наци радиовĕпе
Çывăратпăр та çĕрле.
Ир те каç вăл пирĕнпе –
Тăван халăхпа пĕрле.
.
14.01.2014.
КĔПИ ТЕ ТĔРĔЛЛĔ ЧĂВАШĂН
Вăрăм Палюк
.Чăваш юрри мĕнле вăл çепĕç,
Ирĕлтерет чун-чĕрене.
Мĕн пĕчĕкрен юрлатăп эпĕ,
Юрлаççĕ аттепе анне.
.Чăваш хаваслă, пултаруллă,
Сăпайлă, ăслă та, ĕçчен!
Эп чăвашлах калаçăп, вулăп
Чĕрем тапма чарăниччен.
.Чăваш ташши мĕнле илемлĕ,
Хавал кÿрет пур уява.
Ташлаканран куçа илеймĕн:
Юрлать такмакласа сăвва.
.Чăваш хаваслă, пултаруллă,
Сăпайлă, ăслă та ĕçчен!
Чăваш тĕнчи хитре те тулăх,
Юрлатăп халĕ ун çинчен.</
...ЕщёКĔПИ ТЕ ТĔРĔЛЛĔ ЧĂВАШĂН
Вăрăм Палюк
.Чăваш юрри мĕнле вăл çепĕç,
Ирĕлтерет чун-чĕрене.
Мĕн пĕчĕкрен юрлатăп эпĕ,
Юрлаççĕ аттепе анне.
.Чăваш хаваслă, пултаруллă,
Сăпайлă, ăслă та, ĕçчен!
Эп чăвашлах калаçăп, вулăп
Чĕрем тапма чарăниччен.
.Чăваш ташши мĕнле илемлĕ,
Хавал кÿрет пур уява.
Ташлаканран куçа илеймĕн:
Юрлать такмакласа сăвва.
.Чăваш хаваслă, пултаруллă,
Сăпайлă, ăслă та ĕçчен!
Чăваш тĕнчи хитре те тулăх,
Юрлатăп халĕ ун çинчен.
.Чăваш тĕрри мĕнле асамлă:
Кашни ÿкерчĕкĕ – çыру.
Кĕпи те тĕрĕллĕ чăвашăн,
Йăха тăсать пулас ăру.
.30.01.2014.
Вăрăм Палюк
.
Эп чăваш пулнишĕн мухтанатăп,
Шухăшлатăп чăвашла кăна.
Халăхпа пĕрле эп пурăнатăп,
Ырă çеç ялан сунса ăна.
.
«Эп – чăваш!» тесе калатăп уççăн,
Хам кам пулнине ма пытарас?
Манăн кăмăл ырă, чунăм уçă:
Пуринпе те туслашма хавас.
.
Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп,
Саламлатăп чăвашла кăна.
Савнă чĕлхепе мăнаçланатăп,
Вăй-хăват кÿрет-çке вăл мана.
.
«Эп – чăваш!» тесе калатăп уççăн,
Хам кам пулнине ма пытарас?
Аттепе анне чĕлхи ку, тусăм,
Чăвашла çеç эсĕ те калаç!
.
Хам чăваш пулнишĕн мухтанатăп,
Юр юрлатăп чăвашла кăна.
Тус-тăвансемпе эп савăнатăп,
Хаклă-çке чăвашлăх ман чуна.
.
15.05.2014.
Вăрăм Палюк
.
Чăваш саланнă тĕнче тăрăх,
Тăван енре – çурри кăна.
Мĕльюн ытла çын пулмĕ тăлăх,
Тăванлăх вăй парать ăна.
.
Эс ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн,
Ман халăхăм, чăваш çынни!
Сана сыхлатăр аслă Турă,
Чăвашлăха упрар кашни.
.
Чăваш саланнă тĕнче тăрăх,
Çапах манман хăй чĕлхине.
Çемйи ун пысăк, ăсĕ – тăрă,
Чăвашăн – пĕр атте-анне.
.
Эс ĕмĕр-ĕмĕр сывă пурăн,
Ман халăхăм, чăваш çынни!
Янрать мăнаçлăн пирĕн юрă,
Ай, пурнăçлантăр мĕн кĕтни.
.
Чăваш саланнă тĕнче тăрăх,
Ун чунĕ вилмĕ ĕмĕрне.
Чăваш пулман нихçан та вăрă,
Хывать малашлăх кĕперне.
.
10.07.2014.
Вăрăм Палюк
.
Тăван чĕлхе кашниншĕн хаклă,
Унпа çын кайăк пек çунатлă.
Мухтав тăван чĕлхемĕре!
Пĕрлештерет-çке вăл пире.
.
Çĕн ĕмĕр алăкне уçатпăр,
Халь чăвашла çеç калаçатпăр.
Анне чĕлхи – чăваш чĕлхи –
Мĕн пур чăвашшăн чи пахи!
.
Тăван чĕлхе кашниншĕн хаклă,
Эпир унпа пуян, хăватлă.
Ан манăр çак чĕлхемĕре,
Вăл пирĕншĕн – пĕртен-пĕрре!
.
Çĕн ĕмĕр алăкне уçатпăр,
Халь чăвашла çеç калаçатпăр.
Анне чĕлхи, чăваш чĕлхи –
Унран мĕн пултăр лайăххи?
.
Тăван чĕлхе кашниншĕн хаклă,
Сăмахĕсем çемçе, сăваплă.
Куç пек упрар чĕлхемĕре,
Вăл пултăр сывă ĕмĕрех!
.
25.04.2015.
ЧĂВАШ ПУЛНИШĔН АН ВĂТАН!
Вăрăм Палюк
.
Чăваш пулнишĕн ан вăтан!
Ман халăх аслă авалтан.
Эпир Пăлхар тымарĕнчен:
Сăпайлă, туслă та ĕçчен.
.
Тăванăм, харсăр пул ялан,
Чăваш пулнишĕн мăнаçлан!
Иртет-çке пурнăç та ĕçре,
Йыш хутшăнать, юрлать чĕре.
.
Чăваш пулнишĕн ан вăтан!
Ман халăх Улăппа пĕр тан.
Йăх-несĕл пирĕн авалхи,
Епле илемлĕ ун чĕлхи!
.
Тăванăм, харсăр пул ялан,
Чăваш пулнишĕн мăнаçлан!
Йăхсен ятне çÿлте тытса,
Каясчĕ хăвăртрах утса.
.
Чăваш пулнишĕн ан вăтан!
Ман халăх юратать чунтан.
Ташлать чăваш ура хуçса,
Юрлать чун-чĕрине уçса.
.
16.07.2015.
ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔ
Вăрăм Палюк
.
Чăваш хĕрарăмĕ илемлĕ,
Никам та çук унран хитри.
Куçа та ун çинчен илеймĕн,
Сиксех тапать вĕри чĕри.
.
Ăна савса паян юрлатăп,
Тавах чăваш хĕрарăмне!
Унра хам аннене куратăп,
Тата, паллах, чун савнине.
.
Чăваш хĕрарăмĕ сăпайлă,
Алли ĕçчен, çемçе чĕлхи.
Унран кăмăллине тупаймăн,
Вăл пуринчен те лайăххи.
.
Ăна савса паян юрлатăп,
Тавах чăваш хĕрарăмне!
Тĕнче хитре ăна пула та,
Тытса тăрать вăл çемьене.
.
Чăваш хĕрарăмĕ хĕрÿллĕ,
Пĕлет вăл ăшшăн юратма.
Шур хурăн пек çинçе ÿт-пÿллĕ,
Сасси те уçă юрлама.
.
23.0.2015.