Предыдущая публикация
Паян Аксу ҫыннисем тата район хӑнисем Ҫӑварни уявне паллӑ турӗҫ.
Уява ҫӗршер ҫын пухӑнчӗç. Тӗп площадьре савăнăçлă лару-тӑрура культура ӗҫченӗсем вӑйӑсем, конкурссем йӗркелерӗҫ, сцена ҫинчен илемлӗ юрӑсем янӑрарӗҫ, юмахри персонажсем халӑха савӑнтарчӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗсен, социаллӑ структура представителӗсем апат-ҫимӗҫӗпе сӗтелсем тултарса лартнă. Уява килнӗ çынсене тӗрлӗ-тӗрлӗ икерчӗпе хăналарӗç.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 3