Хăйӗн задачине пурнăçланă 29-мӗш конвой халь çул çинче, киле таврӑнать.
Ятарлă çар операцине пурнăçлакансем валли пухнă пулăшăва волонтерсем Алмаз Мингулов ертсе пынипе илсе çитернӗ. Пулăшу конвойӗнче район пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ильшат Загидуллин, Алексей Макаров, Нияз Зиангиров, Роман Сулейманкин, Ильшат Минсафин, Сергей Ипеев, Алексей Маклаков, Игорь Кузнецов пулнă.
Яланхи пек, пулăшăва пухас ӗçе пӗтӗм район халăхӗ хутшăнчӗ. Ырă ӗçе предприятисемпе организацисем, уйрăм граждансем, кам мӗн илсе килме пултарать, хутшӑнчӗç.
Волонтерсем Ҫамрӑксен центрӗнче иртен пуҫласа каҫчен ӗҫленӗ, мӗн кирлине туяннӑ, посылкӑсем пуçтарнă.
Конвоя ăсатнă кун волонтерсен центрне тăшманпа çапăçакан ентеш хӳтӗлевçӗсем мӗн ыйтнине ăсатма, посылкӑсемпе ытти пулăшăва тиеме вуншар ҫын пухӑнчӗç. Юлашки посылкӑсене те кунтах йышӑнчӗç. Пулӑшăва тиесе пӗтерсен коробкӑсене лартнă чухне Артамоновсем пӗр коробка шăнтнă качака сӗчӗ илсе килчӗç. Аксу чиркӗвӗнчен пачăшкапа мăшăрӗ Ирина храм кухнинче пӗçернӗ темиçе коробка тӗрлӗ кукăль илсе пычӗç.
Ренат Вафин утарçă виҫӗ пин 75 грамлă контейнер пыл ăсатрӗ.
Кашни ырă кăмăллă çын çинчен каласа кăтартма хаçат страници те çитмӗ. Аксуб халӑхӗ яланах çапла туслӑ пулнӑ!
Алмаз Мингулов ертсе пыракан водительсем Луганск облаҫне ҫитсе , унта Тутарстанри Премьер-министр ҫумӗпе Фаниль Аглиуллинпа тӗл пулнӑ. Лисичанск хулине пулăшу парса хăварнă.
Луганскпа Донецк халӑх республикисенче пирӗн волонтерсем ентеш хӳтӗлевҫӗсен ушкӑнӗсемпе тӗл пулса, килтен посылкăсем парса хăварнă.
Тепӗр кунне пирӗн герой волонтерсем Херсон облаҫне çитнӗ.
Алмаз Мингулов телефонпа пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче аллă салтак-ентеше пулăшу парса хăварнă. Волонтер водительсем пилӗк пин çухрăм иртнӗ.
Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевçи кунӗ умӗн кашни боеца район Ӗҫ Тӑвакан комитечӗн ертӳҫинчен Тав ҫырӑвӗ, районтан, шкул ачисенчен, тӑванӗсенчен, ҫывӑх ҫынсенчен асӑнмалӑх парнесем, посылкăсем, ҫӗршер ачаран ӳкерчӗкӗсем парса хăварнă. Кашни боеца хӗрарӑм-волонтерсем районта пурӑнакансенчен тылра ҫӗнтерӳ туптакансенчен ятлă посылка пуçтарса ăсатнă.
– Аксу районӗ, те пӗтӗм Тутарстан пекех ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑранпа Лисичанск хулине пулăшу парса тăрать, терӗ пире телефонпа калаçура Алмаз Мингулов киле таврӑннӑ чух. –Ятарлă çар операци зонине пулăшу конвойне йӗркелесе ăсатас ӗçе 300 волонтер салтаксене хӳтӗлекен тетел çыхаççӗ, окоп ҫуртисем тăваççӗ, килти салма касса типӗтеççӗ, ăшă нуски çыхаççӗ, арçын-волонтерсем дронсене персе ӳкерме май паракан ятарлă патронсем хăтлаççӗ. Вӗсем салтаксене мӗн кирлине пурне те тума вӗренсе ҫитнӗ. Çирӗм тăхăр конвойпа автомобиль, вуншар çухрăм маскировка тетел, мотоцикл, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ янӑ. Хамăрăн ентеш-хӳтӗлевçӗсене çапла пулăшу панăшăн пурне те пысăкран та пысăк тав. Боецсен кӑмӑлӗ паттӑр. Вӗсем пурте хӑйсен ӗҫне хӑвӑртрах вӗҫлесе, Ҫӗнтерӳпе таврăнма ӗмӗтленеççӗ.Çӗнтерӳ пирӗнте пулать!
Справка
29 конвойпа: УАЗ автомобиль, мотоцикл, икӗ дизель генератор, 3 бензин генератор, 4900 тăваткал метр калăпăш 40 тетел, вăтăр виçӗ "Счастливый солдат»" посылка, 2 бензопила, 48 ятлă панӑ посылка, 3 пауэрбанка, икӗ раци, металл шыравҫӑ, 3 çăвакан машина, 1200 окоп ҫурти, болгарка, шуруповерт, автомобиль валли резина комплекчӗ, 3 рулон ӑшӑтакан материал, газ баллонӗсем, 22 коробка 12 штук газ баллонӗсем, 2000 штук 65 грамлă пыл контейнерӗ, (черетлӗ конвой валли 1000 контейнер хăварнă.). Ҫӗвӗҫсем 15 ҫывӑрмалли михӗ, 5 антирадар плащ, 125 футболка, арҫын-волонтерсем дрона перекен ятарлă пин патрон ӑсатнӑ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев