ăмăртăвӗ иртрӗ
Ăмăртăва Афганистанра интернационаллӑ тивӗҫе пурнӑҫланӑ чух вилнӗ Владимир Маркинпа Ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуç хунă Юрий Краснова халалларӗç.
Владимир Маркинпа Юрий Краснов ячӗпе ăмăртва йӗркелесе ирттерме «Служу Отечеству» общество юхӑмӗ, ял çамрăкӗсем, Маркинсен ҫемйи тата Кивӗ Илтрекьел ял тăрăхӗн канашӗ пулӑшнă.
Ҫанталӑк сивӗ тăрсан та, чаплӑ линейкӑра шкул ачисем, ял халăхӗ, кӳршӗллӗ районсенчен хăнасем пулчӗç. В л а д и м и р М а р к и н ă н йӗлтӗр йӗрӗ кăçал 34-мӗш хут иртрӗ. Ҫак тапхӑрта шкул ачисен ӑрӑвӗсем, геройăн тăван шкулӗн сăнӗ улшӑннă, анчах паттăр паян та чӗрӗ. Кӑҫалтан вара ялта иртекен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене тата тепӗр паттăра – Юрий Краснова та халаллама палăртрӗç.
Ӑ м ӑ р т у в ӗ р е н ӳ учрежденийӗн территорийӗпе юнашар иртекен йӗлтӗр йӗрӗ çинче пычӗ. Юрлӑ трасса ҫинчи ăмăрту икӗ сехет хушши пычӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене шкулăн спортзалӗнче чысларӗç. Призерсене Спорт шкулӗн директорӗ Радик Канафин саламларӗ.
Вăл район çамрăкӗсемпе спорт ӗçӗсен пайӗн тата Кивӗ Илтрекъел ял тӑрӑхӗн канашӗн Хисеп хучӗсемпе медалӗсене пачӗ. Маркинсен ҫемьинчен кашнине асӑнмалӑх парне пачӗç..
Пӗрремӗш вырӑна Аксу р а й о н к о м а н д и т у х р ӗ ; иккӗмӗшӗнче-Самар облаҫӗ, виҫҫӗмӗшӗнче-Нурлат районӗ.
Призерсене салмларӗç, йӗлтӗр йӗрӗ çинче малашнехи ҫитӗнӳсем сунчӗç. Йӗлтӗрçӗсене «Служу Отечеству» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Виталий Маркин саламларӗ. Ӑмӑртусене йӗркелесе ирттерме пулăшнăшăн вăл шкул директорне Любовь Кудряшована Тав çырăвӗ парса чысларӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев