Предыдущая публикация
Ҫутҫанталӑк - акӑ вӑл ырлӑх,
Чӑннипе те чи пысӑк пурлӑх.
Ҫӗр ҫинче эпир унӑн калчи,
Ытарайми ҫӗн пурнӑҫ ачи.
Тӳпери ҫутҫанталӑк кӗвви
Ҫуратать ман ӑшра сӑвӑсем.
Паянхи шартлама хӗл сивви
Шӑратать чӗрере хӗлхемсем.
Эп тухатӑп Кекен урамне
Киленмешкӗн хӗлӗн ырлӑхпе.
Эп пухатӑп пурнӑҫ илемне
Пурӑнмашкӑн ҫутӑ ӗмӗтпе.
Урам пирӗн ҫав тер сарлака
Савӑнӑҫлӑн утма пит хавас.
Ик енӗпе йывӑҫсем мана
Пӑшӑл-пӑшӑл акӑ мӗн калаҫ:
"Чунпа ҫамрӑк пул эсӗ ялан,
Иртнӗ куншӑн нихҫан ан кулян.
Урампала утса пынӑ май
Илем курма тӑрӑш эс нумай."
Кекен ялӗ, Мелания Никифорва.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев