Тĕнче кашти çăмăл мар,
Пĕччен тытса тăма çук.
Хуçа пулма ансат мар,
Пурне те юраяс çук.
Çавна пула васкаса
Çулталăк ĕçĕсене
Парать Турă салатса
Сăваплă чĕрчунсене
Малтан Вăкăр ав килет,
Вăйне кура мĕкĕрет.
Ăна курсан пур чĕрчун
Иртме парать ăна çул
Хыçран тигр та юлмасть,
Вăйран начар курăнмасть.
Мухтать вăл хăйĕн вăйне,
Çĕнме хатĕр мĕнпурне.
Мулкачĕ те хыт чупать,
Анчах мала тухаймасть.
Мулкачăн хÿри кĕске,
Айванăн турти кĕске.
Мулкач хыççăн Аçтаха,
Вăл та çитсе тăрать-ха.
Мĕнле унăн юлмалла?
Сăваплă вăд пулмалла.
Çĕлен ури пĕртте çук
Çĕлен çитмен çĕр те çук.
Вăл та шуса çывхарать,
Ума пырса та тăрать.
Çулна кура чупа пар,
Утна кура урапа.
Утна пар та çуран ут
Курас тесен çутă çут.
Янраттарса таврана
Çула тухнă качака
Шакалт-шакалт пушмакпа
Пырса çитет хашкаса.
Упăте евкеленет,
Хăйĕнпе хăй киленет
Пит-куçĕ ун илемсĕр,
Тытать хăйне йĕркесĕр.
Автан çитет, ылтăн пуç,
Тавах сана, çывăх тус.
Çунат çапса авăтан,
Хăвна ху савăнтаран.
Черет çитет йытта та,
Курма пулать ăна та.
Чăн та пăхма кăмăллă,
Пурте унăн ятуллă.
Сысна çÿлелле пăхмасть,
Килме тухма васкамасть.
Нăрик-нăрик сас парать,
Кайри пулсан та юрать.
Йĕке хÿре чи кайран
Таçтан сирпĕнсе тухать.
Кайри пулас мар тесе,
Сысна çине хăпарать.
Черетри чĕрчунсенчен
Пуçĕсем урлă сиксе,
Иртсе кайса пуринчен
Пĕрремĕш тăрать килсе.
Сĕмсĕрлĕхпе пуçсăрлăх!
Çакă ăна пулăшать,
Çавăнпа ăна Турă
Пĕрремĕш туса хурать.
Вун ик чĕрчун – пĕр ярăм,
Кашнин вĕсен пĕр парăм –
Хăйсен çулталăкĕнче
Вăйне хума ĕçĕнче.
Кăçал Çĕленĕн çулĕ,
Мĕн тен, çав пурте пулĕ.
Таса, сывă пурăнар,
Ĕçре савăнăç курар.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев