Пĕтĕм ырă кăмăлпа, чĕререн тухакан чи хĕрÿллĕ те ăшă сăмахпа пĕтĕм ял-йыша, ватти-вĕттине, атте-аннесене, кукамай-кукаçейсене, асатте-асаннесене, ватă кинемейсене, пичче-шăллăмсене, аппа-йăмăксене, пĕтĕм тăван-тĕркене, тус-тантăшсене Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ ятпа, 2025-мĕш çул ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăх пултăр пурне те! Телейлĕ пулăр! Сунатăп çурхи хĕвел ăшшине, тĕнче хаваслăхне. Çĕнĕ çулта ĕçре тата вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума ĕмĕт-тĕллевĕрсем пурнăçа кĕрсе пыччăр, сирĕн сăн-питĕрте яланах кулă çиçтĕр.
Кашнин килĕнчн çăкăр-тăвар ан татăлтăр!
Картишĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр!
Кил хушшинче ача-пăча сасси янратăр!
Ĕçрен перекет ан пĕттĕр!
Енчĕкре укçа ан татăлтăр, хулăмран та хулăм пулса пытăр!
Пурнăç акнă тыр-пул пек ăнса пытăр, чĕрĕ çăмарта пек чĕрĕлсе сыпăкран сыпăка аталанса пытăр!
Тăвансем, туссем. юлташсем пуçтарăнсан, сăра курки алран алла çÿретĕр!
Ватти-вĕтти хисепре пултăр!
Çамрăксем кăмăллă та сăпайлă пулччăр!
Тăван чĕлхене ан манччăр, чăвашлăха упраччăр!
Пурнăçа малалла аталантарччăр!
2025-мĕш çул çапла пултăр!
Таймапуçăм сире!
Тĕпелте ларакансем! Халăхăн шанчăкне ан сухатăр! Сире ирĕк!
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев