Тинех вӗҫне ҫывхарчӗ ман авторла юрӑсен пӗр пӗчӗк кӑна пайне презентаци тӑвас ӗҫ.
Эсир ҫак икӗ ҫул хушшинче эпӗ нумай ҫул тӑршшӗ ҫырнӑ манӑн хӑш- пӗр юрӑсемпе тата сӑвӑсемпе паллашма пултартӑр
( Вӗсене эсир малашне ман Ютубри "Ирина Саригель" ятлӑ канала кӗрсе ҫырӑнса итлеме пултаратӑр:
https://www.youtube.com/channel/UCkXpOFn…) .
Наука ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ май хӑй вӑхӑтӗнче вӗсене тивӗҫлипе тимлӗх кӳреймерӗм. Вӑхӑчӗ те хӑвӑрт иртет. ...
Хам ҫырнӑ юрӑсемпе сӑвӑсем нумай, юрӑсем кӑна ҫеҫ ҫӗр ытла пулса кайрӗҫ...
2019- мӗш ҫулта хам ҫырнӑ юрӑсен "Тӗлпулӑва мухтав" ятлӑ сборникне ( унта 50 юрӑ) кӑларма вӑхӑт тупӑнчӗ. Сӑвӑсем пирки вара сборникпа кӑларма ӗмӗтленетӗп ҫеҫ.
Тен, вӗсем сирӗн кӑмӑлӑра кайсан, малашне те хам ҫырнӑ юрӑ-сӑвӑсемпе паллаштарса пулӗ.. Вӑхӑт кӑтартӗ... Халлӗхе вара ТӐХТАВ, урӑхла каласан эпӗ кӑшт чарӑнса тӑма кӑмӑл турӑм.
Хаклӑ тусӑмсем, пурне те ҫак ҫулсем хушшинче манпа юнашар пулнӑшӑн, манӑн творчествӑ ӗҫӗсене хак пама ырӑ сӑмахсем шеллеменшӗн, пысӑк Тав.
Сире ырлӑх, сывлӑх, ӑнӑҫусем сунатӑп пӗтӗм чун-чӗререн.
Телейлӗ пулӑр яланах💗💗💗
*ЕСЛИ ВАМ ПО ДУШЕ МОИ ПЕСНИ, ПРОШУ ПОДПИСАТЬСЯ НА МОЙ КАНАЛ и ОСТАВИТЬ СВОИ КОММЕНТАРИИ. ИСХОДЯ ИЗ ВАШИХ ОТЗЫВОВ , Я И РЕШУ, СТОИТ МНЕ ПРОДОЛЖАТЬ ПРЕЗЕНТАЦИЮ ОСТАЛЬНЫХ ПЕСЕН.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев