Çĕлен çулталăкне халалланă юмах
Чăваш ачи - черчен чун!
Кур эс пĕтĕм ырлăха.
Çĕн çул каçĕ çитнĕ чух
Итле ман юмахăма.
Пырать хресчен сукмакпа,
Йăтма йывăр сумкапа.
Канма ларать чул çине,
Кăштах кăна хал илме.
Курать хура çĕлене,
Пыма хăрать ун патне.
Чулпа хĕсĕннĕскере,
Пăхма хăрушăскере.
Хресчен чĕтрене ерет,
Чĕри ун сехĕрленет.
Çĕлен сăхасран хăрать,
Часрах тарма хăтланать.
Каймалли çулĕ юплĕ,
Çĕлен те пуплет юплĕ:
«Ан тар, ыр çыннăм, манран,-
Тархаслать чунтан-вартан,-
Чула йăтса пăрахсам,
Мана пулăшу парсам.
Хăтар мана вилĕмрен,
Вара хăрамăн нимрен.»
«Çĕленĕн сăхса пултăр,
Урăхла ĕç те çук-тăр.
Шанма çук сан сăмахна,
Сăхса илĕн эс мана.»
«Нихçан ыр ĕçне манмăп,
Сăхма та эп пăрахăп.
Ыр ĕç тусан ыр пулĕ,
Вара кăмăлăм тулĕ.»
Чула илсе пăрахать -
Çĕлен савăнсах каять.
Тăрук мăйне явăнать,
Ăна сăхма хăтланать.
«Çĕлен, эсĕ мĕн тăван,
Ма ун пекех хăтлан?
Сăмах патăн халь кăна
Нихçан сăхмасса мана».
Çĕлен ăна хуравлать:
«Ырра усал çĕнтерет,
Ялан вăл вăйлă пулать.
Çакна пур çын та пĕлет.»
Мĕн чуль тавлашсассăн та,
Усал çине тухаймăн.
Тем чуль ăс пулсассăн та
Хушса ним те калаймăн.
«Ман майлисем сахалăн -
Сăхса илеп эп сана.
Сан майлисем сахалăн -
Ун чух тивмеп эп сана.»
Çула тухнă шырама,
Хăйне майлине тупма.
Яла пырса кĕрсенех
Çук çын тăрать çул çинчех.
Этем ыйтать çук çынран:
«Ыр ĕç виçи мĕн чухлĕ?
Кала-ха пире, кĕлмĕç?»
Хурав çавăн пек манран:
«Çĕрне-кунне пĕлмесĕр
Ĕçлерĕм ĕмĕр тăршшĕ,
Анчах юлтăм нимĕнсĕр,
Усси ыррăн - шит тăршшĕ.»
Татах малалла кайрĕç,
Часах пупа тĕл пулчĕç
Этем ыйтать çак пупран:
«Пуп, эсĕ мĕнле пурнан?
Кунĕн-çĕрĕн кĕл тăван,
Пурне те ырлăх сунан,
Ыр ĕç çĕнтермест хаман,
Çакна пĕлес килет ман.»
«Усал çынна ыр тумасть,
Усал ĕç тăвас пулмасть.
Ырра кĕл тăвас пулать,
Çавна ĕненес пулать.»
Çĕлен тата ыр хресчен
Утсан-утсан ват çынна
Тĕл пулнă хыççăн вĕсем
Тин ăланнă ак çакна:
Ыр ĕç ырра тивĕçлĕ,
Çапла пурнăç илемлĕ.
Ырра курсан – ыр пулан,
Усал тусан – хур куран.
Усал пуласси пит час.
Усал çумне ан çулăх,
Çĕр те ырăпа пулăх.
Унпа пурнăç та хавас.
Усал кайтăр кив çулпа,
Ырри килтĕр çĕн çулпа.
Ыр сунакан - хур курмасть.
Хур сунакан – ыр курмасть.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев