АНОНС!!!
21-мĕш ĕмĕрте чăваш халăх сăмахлăхлăхĕ мĕнле аталанать? Ăна тĕпчес, пуçтарас тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем пулса иртеççĕ? Технологи аталаннă вăхатра мĕн тума кирлĕ пире фольклор?
Çакă тата ытти ыйтусене студи хӑни - Галина Ильина, филолог, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фольклористикăпа филологи секцийĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçченĕ - хуравлать.
Тӳрӗ эфирти тӗлпулу паян, раштавӑн 25-мӗшӗнче, 13 сехет те 18 минутра пуçланать.
Студире (8352) 56-19-73 номерлĕ телефон ĕçлет, унпа шăнкăравласа эсир те калаçăва хутшăнма, ыйту пама пултаратăр.
Чăваш радио
FM 88.1 (Шупашкар),
FM 99.9 (Çĕрпÿ),
FM 101.0 (Етĕрне),
FM 105.2 (Патăръел),
FM 105.4 (Йĕпреç),
пралуклă хыпарлавăн 1 кнопки çинче калаçать.
Унсăр пуçне Чăваш патшалăх телерадиокомпанийĕн сайтĕнче https://chgtrk.ru/pryamoy-efir/ он-лайн итлеме, курма, çавăн пекех телевизорпа «Раççей Радио» каналĕ çинче итлеме пулать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев