12.2024ç.
Нумай шутласа тăмасăр тÿрех çĕнĕ юрăпа паллашма сĕнетпĕр. Пирĕн шутпа, вăл питех те вырăнлă пулать. «Ай, юрлар, тăвансем» ятлă. Сăввине те, кĕввине те Иван Медведев çырнă. Пĕрле шăрантарма вара Елена Леонтьева йыхравлать. Ăна е кирек-хăш урăх юрăçа хавхалантарас тетĕр пулсан — Чăваш радион социаллă ушкăнĕсене васкăр. Эпир «Одноклассникинче» тата «ВКонтактере» пур. Унсăр пуçне пирĕн Телеграм-канал та ĕçлет. Тархасшăн, «Чăваш радио — Радио Чувашии» ятпа шырăр, сасăлăр!
10-мĕш вырăн – Оксана Волкова, Андрей Емельянов, «Кĕркунне»
9-мĕш вырăн – Алена Силпи, Алексей Московский, «Симĕс куçусем»
8-мĕш вырăн – Любовь Гордеева, Григорий Вакку, «Мăшăрăм»
7-мĕш вырăн – Алена Алексеева, «Ан тив мана»
6-мĕш вырăн – Юрий Ельмов, «Мăшăрпа пĕр çулпа»
5-мĕш вырăн – Александр Арсентьев, «Манаймарăм эп сана»
4-мĕш вырăн – Алина Федорова, «Пĕр сана кăна саватăп»
3-мĕш вырăн – Петр Бельцов, «Кĕтнĕ юрату»
2-мĕш вырăн – «Икĕ тус» ушкăн, «Вăтанмастăп»
1-мĕш вырăн – Светлана Печникова, «Шупашкар»
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев